Чăваш Ен Пуçлăхĕпе _ тỹрĕ лини
ОКТЯБРĔН 21-мĕшĕнче кăнтăрла 12 сехетре (Мускав вăхăчĕ) Чăваш Республикин Ертỹçи Олег Николаев республика çыннисемпе тỹрĕ эфира тухать.
Тỹрĕ эфир вăхăтĕнче Олег Алексеевич граждансен ыйтăвĕсене телефон, социаллă сетьсем урлă йышăнĕ, регион аталанăвĕн приоритетлă задачисем пиркикаласа парĕ.
Ыйтусене маларах Патшалăх çăмăллăхĕсен порталĕ (портал Госуслуги) урлă пама е ВКонтакте сетьри «Чувашская Республика» сообществăн анонсĕнче комментари лартма пулать.
Тỹрĕ лини кунĕнче трансляци чатне çырма е 8 (8352) 565-100 номерпе шăнкăравлама юрать. Тỹрĕ линие «Олег Николаев | Чувашия» Телеграм- каналра, ВКонтакте социаллă сетьри «Чувашская Республика» сообществăра, çавăн пекех «Россия 24» телеканал эфирĕнче «Радио России» радиостанци хумĕсем çинче трансляцилеççĕ.