Чăваш Енĕн _ тăватă «ылтăн»!

ÇĔНĔ Шупашкар хулинче 2-мĕш Пĕтĕм тĕнчери наци вăййисен пĕр енлĕ (единоборство) кĕрешĕвне пĕтĕмлетнĕ.

Командăсем хушшинче Раççей Федерацийĕн команди çĕнтернĕ, 2-мĕш вырăнта _ Узбекистан Республикин команди, 3-мĕшĕнче _ Кыргызстан команди.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пур спортсмена та пысăк ăсталăхшăн, çĕнтерỹ патне ăнтăлнăшăн тав тунă.

_ Чăваш Енĕн 4 спортсменĕ «ылтăн» çĕнсе илни _ мăнаçлăх! Вĕсем Раççей командин çĕнтерĕвне пысăк тỹпе хывнипе пĕрлех республикăмăра чапа кăларчĕç, _ тенĕ Олег Алексеевич. _ Вăйăсем халăхсемпе патшалăхсем хушшинчи политика чиккисене сирме пулăшрĕç. Вĕсене ăнăçлă ирттерни тата çỹллĕ шайри результатсем туни,Чăваш Ене килекен çĕр-шывсемпе субъектсен, спортсменсен йышĕ ỹсни пирĕн регион имиджне тĕнче шайне çĕклерĕ. Чăваш Ене мухтава кăларнă спортсменсем: Данил Степанов (кикбоксинг), Антон Гаврилов (муайтай), Кирилл Иванов (хутăш çар кĕрешĕвĕ), Евгений Абрамов (кĕрешỹ).

Октябрĕн 5_12-мĕшĕсенче иртнĕ ăмăртусенче пурĕ 4,5 пин ытла спортсмен вăй виçнĕ. Раççей пĕрлештернĕ командинче 76 субъект представителĕсем ăмăртнă. Тĕнчери 39 çĕр-шывăн спортсменĕсем пĕр енлĕ кĕрешĕвĕн 17 тĕсĕнче тупăшнă. Вĕсен шутĕнче _ айкидо, пиçиххипе кĕрешесси, тĕрлĕ стильлĕ каратэ, кендо, кикбоксинг, киокушин, корэш, муайтай, казаксен «учкур» боксĕ, кĕрешỹ, кыргыз курош, çĕççе ывăтни, ориентал, шахбокс, шодсанлат, хальхи хĕçпе çапăçмалли вăйă т.ыт. те.

ЧР Ертỹçине Олег Николаева тата Вăйăсен йĕркелỹçисене пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятине çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Вăйăсен тĕп судйи, Раççейри Çар искусствисен союзĕн директорĕн ĕçне тăвакан Рамиль Габбасов тав тунă.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.



17 октября 2025
14:57
Поделиться