Халăх сывлăхĕпе ырлăхĕшĕн
Хальхи вăхăтра Пăчăрлă Пашьелĕн тухтăр амбулаторийĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕ пырать. Юсав сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилекен программăн пĕр пайĕ шутланать. Проект тĕллевĕ: халăха паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси, медицина персоналĕ валли ĕç условийĕсене лайхлатасси.
Октябрĕн 8-мĕшĕнче Шăмăршă район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова пăчăрлăпашьелсен тухтăр амбулаторине çитсе килчĕ, кунти ĕç-пуçпа паллашрĕ.
Юсав вĕçленсе пырать, паянхи куна çак ĕçсене тунă: çĕнĕ плиткăна пĕтĕмпех сарса тухнă, стенана çĕнĕрен сăрланă, çирĕп те шанчăклă электричество пралукĕсене карнă тата пушар сигнализацийĕн çĕнĕ системине лартнă, ăшă тата шыв пăрăхĕсене çĕннипе улăштарнă, шалти пỹлĕмсенче хальхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекен алăксем лартнă тата сывлăх учрежденине кĕмелли вырăна çĕнетнĕ. Тĕп врач кунти ĕç-хĕлпе кăмăллă юлнă.
_ Хальхи технологисем тата çĕнĕ интерьер пирĕн пациентсене йышăнма-сиплеме лайăх условисем туса хураççĕ, медицина ĕçченĕсене вăй хумашкăн меллĕ те эффективлă вĕсем, _ палăртрĕ Ирина Анатольевна. _ Эпир ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствине тата регион влаçне «Вăрăм та хастар пурнăç» Наци проектне пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшу панăшăн чĕререн тав тăватпăр.
Пăчăрлă Пашьелĕн тухтăр амбулаторине палăртнă вăхăтра юсаса пĕтересси куç кĕрет, часах вăл ял халăхне йышăнма пуçлĕ.
Сăмах май, Палтиелĕнче çĕнĕ тухтăр амбулаторийĕ тăвас ĕç те анлă сарăлнă.
З.Свеклова.