Ишĕ-ши катамаран?

ТЕМИÇЕ çул каялла округри пĕр пуçлăх Чăваш телевиденийĕпе Çĕнĕ Шăмăршăпа Шăмăршă хушшинчи пысăк пĕвене тирпей-илем кĕртсе кану вырăнĕ тăвасси, унта катамарансем ярасси çинчен пĕлтернĕччĕ.

Çамрăксем çак хыпара пысăк савăнăçпа кĕтсе илнĕччĕ. Округ центрĕнче йĕркеллĕ кану паркĕ те çук вĕт-ха, илемлĕ пĕве пулни пурин кăмăлне те çĕклĕччĕ.

Шел те, шаннă йăвара кайăк пулмарĕ, шăмăршăсемпе çĕншăмăршăсем паян кунчченех катамарана кĕтсе илеймерĕç.

Çав вăхăтрах Кахăрлă Шăхалĕнчи Макаровсем çывăхри пĕвене чăн-чăн кану вырăнĕ тунă, моторлă кимĕ те туяннă. Пĕвере пулă тытма та, çуллахи шăрăхра шывра ишме те пулать.

Тăрăшсан, пуçаруллă пулсан, укçа-тенкĕ тупма та, йывăрлăхсене çĕнтерме те май пур иккен. Макаровсен ырă ĕçĕ _ пуриншĕн те лайăх тĕслĕх. Ман шутпа, округ администрацийĕн Пуянкасси ял территори уйрăмĕнче ятарласа семинар-канашлу йĕркелемелле, тĕрлĕ шайри пуçлăхсене çынсем чăннипех те çанă тавăрса ĕçленине кăтартса памалла.

А.ИВАНОВ.



17 октября 2025
16:16
Поделиться