Пĕччен пурнăç çăмăл мар
ЭПĔ _ пĕччен хĕрарăм. Упăшка та, ача та çук. Шăпа çапла килсе тухрĕ те, кун-çулăма халь тин улăштараймăн.
Пĕчĕк округ центрĕнче кампа та пулин паллашма та йывăр. Пĕр-пĕр арçынпа калаçнине курсан тỹрех сас-хура сараççĕ. Ĕмĕрĕме пĕчченех ирттерме тивĕ-ши? Çак шухăш чĕрене ыраттарать, куçран куççуль кăларать. Манăн ăшра вут çунать, çулăм тухни çеç курăнмасть...
М.(ятăма кăтартмастăп).