Пилĕк башньăран пĕрне те «пиллĕк» паллăпа хаклаймăн...
ШĂМĂРШĂРА пурăнакансене ĕçмелли-çăвăнмалли шывпа 5 башня тивĕçтерет, çĕр айĕнчен уçласа кăларать. Шел те, çак башньăсенчен пĕрне те мухтама май çук. Акă Заводская урамра пурăнакансене шыв ыйтăвĕ тахçантанпах хытă пăшăрхантарать. Октябрь уйăхĕн малтанхи эрнинче урам вĕçĕнче пурăнакансем патне шыв пачах та пыман.
Çак урамри çуртсене Лесхозная урамри башня шывпа тивĕçтермелле. 2025-çулта Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ _ Заводская урамра пурăнакансен шыв ыйтăвне татса парас тесе _ скважинăна чавса тарăнлатас тĕлĕшпе ĕçленĕ, шыв уçлакан çĕнĕ насус та туяннă. Малашне «Комбинат» подрайонта пăтăрмах пулмĕ тесе шутлаççĕ.
Шăмăршăра пурăнакансем вара башньăсене шансах каймаççĕ, Палтиел ялĕ çывăхĕнчи управри шыв хăçан та пулин çитессе тỹсеймесĕр кĕтеççĕ.