Пирвайхи юрату манăçмасть

Пирвайхи юрату манăçмасть

«МАЛТАНХИ юрату аса килсен ик куçăмран куççуль тăкăнать», _ юрăри çак сăмахсем манăн чĕрене те хытă хумхантараççĕ. Чăнах та, пирвайхи юратушăн куççуль тăкмастăп, анчах вăл телейсĕр пулнишĕн хама айăплама пăрахаймастăп.

Вун пиллĕкре çеç пулнă эп ун чухне, вăл манран пĕр çул кĕçĕнрехчĕ. Иксĕмĕр те шкулта вĕреннĕ. Сарă çỹçлĕ, кăвак куçлă хĕр ача мана питĕ килĕшетчĕ. Пĕррехинче _ хăюлăх çитерсе _ эпĕ ун патне пĕчĕк çыру çыртăм та коридорта аллинченех тыттартăм.

_ Мĕн вара ку? _ тĕлĕнсе ыйтрĕ хĕр ача.

_ Çыру, _ терĕм. _ Вуласа тух та çурса тăк!

Вуланă-ши çак çырăва Таня, пĕлместĕп. Эпĕ унта виçĕ сăмах çеç çырнăччĕ: «Сана чунтан юрататăп!»

Çыру хыççăн Таня манран пăрăнса çỹреме тытăнчĕ, хирĕç пулсан та чĕнместчĕ. Тен, хăйĕн кăмăлне кайман арçын ачапа туслашас темерĕ? Тен, тантăшĕсем куласран хăрарĕ?

Шкулта тăхăр класс пĕтерсен эпĕ Шупашкарти техника колледжне вĕренме кĕтĕм. Таня вара шкулта вĕренчĕ. Ун патне темиçе хут та шăнкăравларăм, телефонпа çыру та ятăм. Таня пĕрре те хуравламарĕ. Каникула яла кайсан та хĕрпе тĕл пулса калаçаймарăм.

Унтанпа вунă çула яхăн иртрĕ. Эпĕ халĕ те пĕччен-ха. Яла кайсан Таня качча тухни, анчах упăшки киревсĕр çын пулнипе унран уйрăлни çинчен пĕлтерчĕç. Пĕр ачаллă çамрăк хĕрарăм Мускавра ĕçлесе пурăннине те пĕлтĕм, анчах Таньăн адресне тата телефон номерне никамран та ыйтса пĕлеймерĕм: унăн ашшĕпе амăшĕ те хĕрĕ пирки нимĕн те каламарĕç.

Пурнăçăмра яланах Таня манăн асăмра пулнă. Паян ăна тĕл пулас пулсан, пĕр иккĕленсе тăмасăрах, пурин çине те алă сулса пĕрремĕш юратăвăма: «Таня, пул манпа, эпир санпа иксĕмĕр çеç телейлĕ пулăпăр!» _ тенĕ пулăттăм.

Килĕшĕ-ши вăл манпа пулма, тата Таня мана юратнине те пĕлместĕп вĕт-ха. Шкулти пĕр енлĕ юрату çеç пулмарĕ-ши?

ВЛАДИМИР.



17 октября 2025
16:15
Поделиться