Рынокра _ ярмăркка, ипподромра _ ăмăрту

Рынокра _ ярмăркка, ипподромра _ ăмăрту

ÇИТЕС юнкун Шăмăршă муниципалитет округĕнче чăн-чăн уяв пулĕ тесе каласан та юрать. Округ администрацийĕн экономика тата ял хуçалăх пайĕн сектор заведующийĕ Ильмира Тепитова хаçат урлă пурне те çапла пĕлтерме ыйтрĕ: октябрĕн 22-мĕшĕнче Шăмăршăри рынок территорийĕнче ял хуçалăх ярмăркки иртет.

Унта тем те сутĕç: уй-хирте çитĕнтернĕ ылтăн тырăран пуçласа, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем таранах. Ярмăрккана фермерсене, харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ çынсене (самозанятые), килти хуçалăхсене хăйсен продукцине сутма чĕнеççĕ.

_ Шăмăршăра пурăнакансем ял хуçалăх продукчĕсене _ çавăн пекех утă-улăм та _ йỹнерех хакпа туянма пултараççĕ. Паллах, хуçипе калаçса татăлнă тăрăх, _ терĕ Ильмира Месалимовна. _ Кĕрхи пуянлăха сутакансене ырă сунса кĕтетпĕр. Ярмăркка юнкун ирпе ирех ĕçлеме пуçлĕ. Сутакан мĕн чухлĕ нумайрах _ ярмăркка та çавăн чухлĕ пуянрах пулĕ.

Çанталăк сивĕтсе пынă май, купăста тăварламалли чи лайăх вăхăт çитрĕ. Ильмира Тепитова ярмăрккара купăста пурне те çителĕклĕ пулĕ тесе шантарсах каларĕ. Çавăн пекех ытти пахча çимĕçе те туянма май пулĕ. Кĕркунне пахчана тăкса хăварма выльăх-чĕрлĕх усракан фермерсем тислĕк те тиесе тухĕç.

Уяв ярмăркка ирттернипе çеç вĕçленмест. Шăмăршă çумĕнчи çĕнетсе илемлетнĕ ипподромра урхамахсен чупăвĕ пулать. Округ администрацийĕн экономика тата ял хуçалăх пайĕн секторĕн тĕп специалисчĕ Николай Вазанов чупăва 17 урхамах хутшăнасси çинчен пĕлтерчĕ. Вĕсем пурте _ республикăри тата унăн тулашĕнчи ăмăртусенче парнеллĕ вырăн çĕнсе илнисем. Çак йышра эпир Патăрьел, Канаш, Комсомольски округĕсенчен, Тутарстанран килнĕ чаплă урхамахсене те курăпăр. Чи вăйлисен йышĕнче _ Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер урхамахĕсем. Патăрьел округĕнчи Леонид Кошкин та Шăмăршă ипподромĕн чемпионĕ пулма ĕмĕтленни çинчен хыпарларĕ. Ăмăрту кăнтăрла 12 сехетре пуçланать.

Апла пулсан, округра пурăнакансене октябрĕн 22-мĕшĕнче Шăмăршă ипподромне йыхравлатпăр! Лаша спорчĕн уявĕ пурин кăмăлне те çĕклĕ тесе шутлатпăр. Ипподрома килĕрех, Сивĕрех те _ пур пĕрех! Вĕри чей _ сăмаварта, Тутлă кукăль _ çăварта. Ăмăртăва курăпăр, Чи вăйлине чыслăпăр!

Ив.САЛАНДАЕВ.



17 октября 2025
15:19
Поделиться