Техника хĕл каçма хатĕр-и?

Техника хĕл каçма хатĕр-и?

СЕНТЯБРĔН 25-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнче агропромышленность предприятийĕсен тата хресчен-фермер хуçалăхĕсен ял хуçалăх техникине нумай вăхăт хушши упрамалли эффективлă меслетсене тата практикăна тупса палăртас тĕлĕшпе смотр-конкурс пуçланчĕ.

Смотр-конкурс ял хуçалăх техникине нумай вăхăт упрас тата ун эксплуатацийĕн шанчăклăхне ỹстерес тĕлĕшпе малта пыракан технологисене системăлас тата сарас тĕлĕшпе паллă вырăн йышăнать.

Комисси членĕсем (ун йышĕнче округ администрацийĕн экономикăпа ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Елена Юманова, çак пайăн ял хуçалăх секторĕн заведующийĕ Ильмира Тепитова, округри патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Леонид Чернов пулчĕç) техникăна упрамалли условисемпе тĕплĕн паллашрĕç. Вĕсем темиçе ял хуçалăх предприятине тата хресчен-фермер хуçалăхне çитсе курчĕç, ял хуçалăх техникине упрамалли çĕнĕ меслетсене тишкерчĕç, аграрисен профессионализмĕ тата техника пĕлĕвĕ çỹллĕ шайра иккенне, çавăн пекех ял хуçалăх техникине тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарас тĕлĕшпе пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăхăннине, климат условийĕсене шута илнине, машина-трактора тăтăшах пăхса тăрассине тимлĕхре тытнине палăртрĕç.

Смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕ çывăх вăхăтра паллă пулĕ. Çак мероприяти агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсене пĕр-пĕрин пĕлĕвĕпе тата опычĕпе пайланас тĕлĕшпе пысăк витĕм кỹресси куç кĕрет.

С.Ильина, округ администрацийĕн ял хуçалăх секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ.



17 октября 2025
14:58
Поделиться