«Укçа хакне ĕçлекен пĕлет»
ОКТЯБРĔН 11-мĕшĕнче Чăваш Енĕн 12 муниципалитет округĕнче _ çав шутра Шăмăршă округĕнче те _ харăсах «Укçа-тенкĕпе туслаш» республика шайĕнчи 2-мĕш Çемье фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Ун йĕркелỹçисем _ ЧР Культура тата Финанс министерствисем, Чăваш Наци библиотеки. Шăмăршăри Культура керменĕнче Шăмăршă тата Патăрьел округĕсенчи 10 çемье хăйĕн финанс пĕлĕвне тĕрĕслесе тупăшрĕ.
Асанкассинчи _ Заклицкисен тата Васильевсен, Шăмăршăри _ Жолобовсен, Çĕнĕ Тăрăнти _ Романовсен, Палтиелĕнчи Головинскисен нумай ачаллă çемйисем пирĕн округ чысне хỹтĕлерĕç. Палăртма кăмăллă, Заклицкисен кил-йыш пуçĕ Юрий Владимирович _ çапăçу ветеранĕ, СВО участникĕ.
Уява Чăваш наци библиотекин директорĕ Роза Лизакова тата Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова уçрĕç, участниксене саламласа ăнăçу сунчĕç. Округри библиотекарьсем хăнасемпе флешмоб ирттерчĕç.
Унтан... чи кăсăкли те кăткăсси пуçланчĕ. Конкурсантсем кашни хăйĕн маршручĕпе «çул çỹревре» пулчĕç: 10 станцие «çитсе» финанс ыйтăвĕ-ĕçĕпе ăмăртрĕç. Тĕп ĕçсем çакăнпа çыхăнчĕç: укçа-тенкĕ мошенникĕсенчен хỹтĕленесси, çемье бюджетне планласси, нумай вăхăтлăха укçана упрама хурасси, налук пĕлĕвĕ. Аслисем (ашшĕ-амăшĕпе аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ) ыйтусен хуравĕсене шырарĕç пулсан, вĕсен ачи-мăнукĕ хăйсен аллипе укçа енчĕкĕ тата ыттине ăсталарĕ. 10-шар минут хушшинче ку е вăл ыйтăва хуравлама, ăсталăх класĕ кăтартма пĕртте çăмăл пулмарĕ. Библиотекарьсем, «Россельхозбанк» АО специалисчĕ Мария Кашкарова, Шăмăршăри полици уйрăмĕн начальникĕ Наиль Тепитов, Раççей социаллă фончĕн клиентсен службин Шăмăршăри уйрăмĕн начальникĕТатьяна Фадеева ĕç-пуçа станцисенче йĕркелесе пĕтĕмлетрĕç. Кашни кил- йыша вара Шăмăршăри Пирвайхисем ертсе çỹрерĕç. «Эпĕ _ трендра» ярмарка пурне те тыткăнларĕ: кунта пĕтĕмĕшле балшăн тивĕçнĕ «нухратпа», ун хакне кура, тĕрлĕ япала (электрохунартан пуçласа самокатпа хуçланакан сĕтел-пукан таранах) «туянма» май пулчĕ. Ĕçне кура _ тỹлевĕ пулчĕ ку!
Екатеринăпа Александр Жолобовсен çемйи, Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен Ксенийăпа Кристина, «Ромашка» ача садне çỹрекен Кирилл тата вĕсен кукамăшĕ Людмила Петровна Петрова пулăшнипе, чи нумай балл пухма пĕлỹпе ăсталăх тата туслăхпа пĕрлĕх туйăмĕ çитерчĕç. Çĕнтерỹçĕ çемьене хаклă парнепе _ велосипедпа чысларĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн- сене Патăрьел округĕнчи Поляковсемпе Петровсен çемйисем пайларĕç. Чăваш Наци библиотекин директорĕн Роза Лизаковăн, Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлаканĕн Андрей Кокуркинăн, округ пуçлăхĕн çумĕн Светлана Павловăн, Патăрьел округĕн администрацийĕн финанс пайĕн тĕп специалист-эксперчĕн Наталья Атитановăн, Раççей ял хуçалăх банкĕн вырăнти ĕçченĕн Мария Кашкаровăн саламĕ-чыславĕ чун-чĕрене çĕклентерчĕ. «Антонина» Халăх ташă ансамблĕн (ертỹçи _ Антонина Нефедова), Сергей Кудряшов солистăн, «Каприз» ансамблĕн ташши-юрри уявлăх парнелерĕ.
«Укçа-тенкĕ тĕнчинче» ятпа иртнĕ ал ĕç ăсталăх конкурсне те çак уяврах пĕтĕмлетрĕç, мала тухнисене округри централизациленĕ библиотекăсен системин директорĕ Ираида Тимофеева тата Шăмăршă округĕн администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ольга Миронова наградăларĕç.
_ «Укçа-тенкĕпе туслаш» республика шайĕнчи 2-мĕш Çемье фестиваль-конкурсĕ çемье хаклăхне туйма вĕрентрĕ, паянхи лару-тăрура укçа-тенкĕпе пĕлсе усă курмаллине, конкурсантсем ку енĕпе лайăх пĕлỹ кăтартнине тепĕр хут çирĕплетрĕ, _ пĕлтерчĕ Роза Михайловна. _ Чи пахи _ укçа-тенкĕ вăй хумасăр пулманнине çамрăк ăру ăнланса ỹсни. Ахальтен мар ĕнтĕ, ЧР Финанс министерстви çак мероприятие ирттерме çителĕклĕ услови турĕ тата укçа уйăрчĕ. Çапла, ку _ пурнăç чăнлăхĕ.
Зинаида Свеклова.
Редакцирен. Ĕçтешĕмĕре _ «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн редакторне Екатерина Жолобовăна тата ун туслă çемйине çĕнтерỹпе хĕрỹллĕн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, çивĕч ăс-хакăл, пысăк ăсталăх сунатпăр. Ĕмĕтленни _ çиттĕр, тĕллев лартни _ пурнăçлантăр!