Укçа та кирлĕ, анчах телей унра кăна мар
«ХĂШ-ПĔР хĕре чăн-чăн юрату мар, пуян каччă е авланнă арçын кирлĕ. Пуянлăх _ вĕсен пурнăçĕн тĕп тĕллевĕ», _ çырать «Шурăмпуçăн» кăçалхи август уйăхĕнчи кăларăмĕнче Галина.
Эпĕ унпа килĕшетĕп. Телее укçара кăна шыра- малла мар, пуян упăшка тупнипех: «Телейлĕ эпĕ», _ тееймĕн. Чăнах та, çамрăксене укçа та кирлĕ, çапах та çыннăн кăмăлне, чун тасалăхне маларах хумалла тесе шутлатăп.
Пĕр-пĕрне юратса пурăнсан, килĕштерсе ĕçлесен çурт лартма та, çăмăл автомашина туянма та укçа- тенкĕ пуçтарма пулать. Сывлăх çеç пултăр. «Нивушлĕ чăн-чăн юрату валли вырăн юлмарĕ-ши чĕресенче?» _ пăшăрханать Галина. Ан хурлан, хаклă тусăм: чăн-чăн юрату пурах çĕр çинче. Вăл, пачах та кĕтмен çĕртен килсе, сирĕн чĕрере ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçĕ. «Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ», _ тенĕ ваттисем.
НАТАЛИЯ.