«Ультрикс Квадри» вакцина илсе килнĕ
ГРИПП анлă сарăласран сыхланма маларах прививка туни пысăк пулăшу парать. Çак тĕллевпе Шăмăршă район больницине 360 доза «Ультрикс Квадри» вакцина илсе килнĕ. Унпа 6 çула çитичченхи ачасене, йывăр çын хĕрарăмсене тата 60 çултан аслăрах çынсене прививка тăваççĕ. Прививкăна Шăмăршă район больницин 55-мĕш кабинетĕнче тутарма пулать, телефон номерĕ: 8(83546) 2-32-85.