Умра ялкăшать кил çути

Валентин КОНСТАНТИНОВ

(Пуçламăшĕ 37, 40-мĕш номерсенче).

Пĕрре телевизор пăхрĕç, тепре телефонĕсене алла илчĕç ашшĕсем. Никитăпа Алеша сас памарĕç. Чăн та, мĕнле-ши вĕсем? Çулăмра-и, пульăсем айĕнче-и? Чĕрĕ-и? Сыхлайĕ-ши вĕсене Турă? Ах, çиттĕрччĕç каялла киле!

_ Тен, каятăр, тупатăр? _ ыйтуллă пăхрĕ Оля.

_ Чăн та, мĕн туса ларатăр! _ сиксе тăчĕ Лида.

_ Чĕнес-и такси? _ ыйтрĕ Максимран Виктор.

_ Усси пулмĕ... _ пуçне пĕкрĕ тусĕ. _ Унта таврана полици пỹлсе хунă, патне те ямаççĕ. Вăл хĕвĕшỹре ачасене тупас çук.

_ Эсĕ апла калатăн-ха та, _ килĕшмерĕ Оля, _ тен, пулăшу кирлĕ вĕсене! Тен, хупăнса ларнă, тухаймаççĕ... _ Вăл ваннăйне кĕрсе кайрĕ, унта ỹлесе йĕни илтĕнчĕ.

Максим пурне те лăплантарма тăрăшрĕ. Чăтма, кĕтме, ĕненме хушрĕ. Акă вăл, вăрçă, кунтах, Мускава çитрĕ. Хăюллă пулмалла, çухалса каймалла мар, çавăн чухне тăшмана çĕнтерме пулать. Алешăпа Никита халĕ хĕç-пăшалсăрах вăрçă çулăмĕнче. Çăлтăрччĕ вĕсене Турă...

Хăрушă хыпар çитнĕренпе пĕр сехет иртрĕ. Вăхăт ытла та майĕпен шурĕ. Темĕнлĕх пурне те хăратрĕ. Ольăпа Лида куççульне çаплипех чараймарĕç.

Пурте кĕтрĕç. Алăкра сас-чĕв пулнă пек туйăнсанах унта чупса кайрĕç. Икĕ çамрăк тус чĕнмерĕç...

Хваттерти йывăр сывлăша чĕтретсе _ тĕлĕнмелле те, кĕтмен çĕртен тенĕ пек _ Викторăн телефонĕ питĕ хыттăн шавласа кайрĕ. Никитăн хаклăран та хаклă сăмахĕсем янăрарĕç пỹлĕмре:

_ Эпир _ сывă!

_ Ах! _ чĕркуççи çине тăчĕ Оля. _ Турăçăм, тав сана!

_ Сывă, сывă! _ пỹлĕм тăрăх утрĕç Максимпа Лида. Вĕсенчен Машăпа Лариса уртăнчĕç.

_ Ăçта эсир? _ ыйтрĕ Виктор. _ Такси тытăр! Хăвăртрах, хăвăртрах _ киле!

_ Çитетпĕр, çитетпĕр, мĕнле те пулсан çитетпĕр! Ан пăшăрханăр! _ хыттăн кăш- кăрчĕ ывăлĕ. _ Акă пĕр машина чарăнчĕ, илсе пыратăп, тет, киле.

_ Кĕтетпĕр, кĕтетпĕр! _ пĕлтерме ĕлкĕрчĕ Виктор.

Ашшĕсем урамра кĕтсе илчĕç ывăлĕсене. Хваттере пĕрле кĕчĕç.

Никитăпа Алеша курткăсемсĕр, кĕпе вĕççĕнех. Аллисем те, пит-куçĕ те, тумтирĕ те юнпа вараланса пĕтнĕ вĕсен. Çакна курсан амăшĕсем хăраса ỹкрĕç.

_ Амантнă-и сире? _ чупса пычĕç вĕсем.

_ Çук, _ терĕ Никита. _ Аманнисене çĕклерĕмĕр... Вестибюльте выртатчĕç... Сывă юлччăрччĕç... Хăшĕ-пĕри начарччĕ...

_ Хăвăра лектернĕ пулсан? Пирĕн пирки шухăшларăр-и эсир? Эпир йĕп çинчи пек лартăмăр кунта, _ калаçрĕ амăшĕ. Тата тем каласшăнччĕ, ывăлне ыталаса илчĕ.

Лида та, Максим та Алешăна хăйсен çумне чăмăртарĕç. Каярахпа пурте пĕрле тăрса телей куççульне юхтарчĕç.

_ Тарма пулатчĕ паллах, _ терĕ сĕтел хушшинче Никита. _ Юн юхтарса выртакансене епле пăрахса хăварăн? Питĕ хăрушă, питĕ хăрушă! Эпир те çав тери хăрарăмăр... Тулĕк... Çынсем вилеççĕ вĕт, тарасси çинчен шухăшлатăн-и вара?

Вун пилĕк çулхи икĕ çамрăк çын, каччă та пулма ĕлкĕрейменскерсем, пĕр-пĕрин аллине хыттăн чăмăртарĕç.

_ Санпа пĕрле вăрçа каятăп, _ пĕлтерчĕ Виктор ир енне çывăрма выртас умĕн.

_ Ыран... Çук-ха, паян вăрансан, тĕпĕ-йĕрĕпе калаçăпăр, _ ăшшăн пăхрĕ Мак- сим.

Ххх

Тепĕр кун хумхануллă çĕре чăтса ирттернĕ хĕрарăмсем килтен те тухаймарĕç. Калаçăвĕ вĕсен пĕрмаях хăрушă самантсем пирки пулчĕ.

Арçынсем юнашарти парка кайрĕç. Çынсем сахал, хушăран-хушă кăна спорта иленнисем вĕсен çумĕнчен чупса иртрĕç.

Виктор ывăлĕсен хастарлăхĕнчен тĕлĕннине пĕр вĕçĕм пĕлтерчĕ, Никита çакăн пек паттăр пуласса кĕтмен те иккен вăл. Аллине чăнласах хĕç-пăшал тытасси çинчен сăмахларĕ.

_ Ывăл умĕнче намăс пулать, _ сасăпах шухăшларĕ мускавçă. _ Юлташĕн ашшĕ çапăçать, эпĕ вара офисра ларатăп... Мĕнле тĕслĕх пулĕ ку?

Кĕçех вĕсем тĕплĕнреххĕн канашлама тытăнчĕç. Иккĕшĕн те çапăçу хирне Мускавран каймаллине, çапла майпа пĕр çĕре лекмеллине тĕл туса хучĕç. Арăмĕсене мĕнле пĕлтермеллине те палăртрĕç. Контракт тăвакан çĕре шăнкăравларĕç, пĕлменнине ыйтса пĕлчĕç.

_ Санпа чухне эпĕ хăрамастăп, Максим, _ юлташĕн куçĕнчен пăхрĕ Виктор. _ Ан пăрах мана.

_ Пĕрле пулатпăр терĕм-иç! Санран çывăх тус çук манăн. Мана та йывăр сансăрăн.

Иккĕшĕ те вĕсем пĕр вăхăталла Куславкка хулинче çуралнă. Утма-калаçма вĕреннĕ те пĕр садике, пĕр ушкăна çỹреме пуçланă, юнашар краватьсем çинче выртса çывăрнă, пĕрле вылянă. Шкула та пĕр класах кайнă, пĕр сĕтел хушшинче ларнă. Килĕсенчен тухма пĕлмен. Салтака кайма вăхăт çитсен йĕкĕреш ачасем пек пĕрле яма ыйтрĕç. Вĕсен кăмăлне тивĕçтерчĕç тата. Чечня вăрçине пĕрле çапăçма лекрĕç, пĕрле автомат çĕклесе чупрĕç. Сывă, тĕрĕс-тĕкел таврăнчĕç килĕсене.

 (Малалли пулать).



17 октября 2025
15:38
Поделиться