Вырма кăтартăвĕсем, хĕле хатĕрленесси...

ЮНКУН Чăваш Республикинче _ çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те _ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Унăн тĕп ыйтăвĕсем: вырма ĕçĕн кăтартăвĕсем; коммуналлă инфраструктурăна кĕркуннехи-хĕллехи сезона хатĕрлесе çитересси; наци кĕрешĕвĕн Пĕтĕм тĕнче Вăййисем; «Культура тăрăхĕ» проект мĕнле пурнăçланса пыни; шыв объекчĕсене вараланасран хỹтĕлесси.

Информаци кунне ирттерме пирĕн округа «Ростехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев килнĕ.

Владимир Димитриевпа Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин малтан администраци çуртĕнче иртнĕ анлă канашлу ĕçне хутшăнчĕç, Информаци кунĕн ыйтăвĕсене сỹтсе яврĕç.

 Вырма ĕçĕпе округ администрацийĕн экономикăпа ял хуçалăх секторĕн заведующийĕ Ильмира Тепитова паллаштарчĕ. Коммуналлă инфраструктура объекчĕсене кĕркуннехи-хĕллехи сезона мĕнле хатĕрлесе çитерни çинчен округ администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ _ тирпей-илем тата территори аталанăвĕн управлени начальникĕ Андрей Кокуркин каласа пачĕ. «Культура тăрăхĕ» проект мĕнле пурнăçланса пынипе округ администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ _ социаллă аталану пайĕн начальникĕ Светлана Павлова тĕплĕн паллаштарчĕ.

Информаци ушкăнĕ çак кун Пуянкассинчи «Колос» Агро- фирма» ОООна çитсе курчĕ, ял хуçалăх техникипе эффективлă усă курнипе тата ăна хĕл каçарма упрама лартнипе интересленчĕ.

Информаци ушкăнĕ округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнассине йĕркелерĕ.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



17 октября 2025
15:19
Поделиться