Ялта _ лайăх та, анчах...

«ШУРĂМПУÇ» кăларăмра «Мĕншĕн эсĕ ялта мар?» статья пичетленнĕ хыççăн чылайччен шухăшласа çỹрерĕм. Чăнах та, çамрăксем яла юлмаççĕ, атте-анне çуртĕнче тĕпленсе пурăнакансем питĕ сахал. Мăшăрланса çĕнĕ çурт-йĕр çавăракан та нумай мар.

Малашне те çаплах пулсан, ял пĕтме те пултарĕ. Халĕ те хăш-пĕр урамра ватă çынсем çеç пурăнаççĕ. Ялта пушанса юлнă çуртсем _ речĕпех.

Хуларипе танлаштарсан, ялта çут çанталăк чылай илемлĕрех, сывлăш та уçă. Анчах çут çанталăк илемĕпе киленсе кăна пурăнаймастăн. Чи малтан, çамрăксене ĕç кирлĕ. Культурăллă канма услови туса памалла.

Фермер пулма пулать-ха, анчах пурте çак ĕçе пуçăнсан çĕр те çитес çук. Телевизорпа çамрăк çемьесем хăйсен ĕçне йĕркелени, çĕр çырли, улма-çырла çитĕнтерни çинчен те пĕлтереççĕ. Ман шутпа, пирĕн Шăмăршă округĕнче _ хатĕрлев ĕçне йĕркелесе ямасан _ нимĕнле ырă пуçару та çул тупаймĕ. Çырла ĕрчетме тĕллев тытнă çамрăксем те алă усаççĕ: продукцие кам туянĕ? Округра хатĕрлев ĕçне йĕркелессишĕн никам та тăрăшмасть. Çакнах туризм пирки те каламалла. Кỹршĕллĕ Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк округĕсенче çамрăк фермерсем туризма аталантарсах пыраççĕ пулсан, Шăмăршă тăрăхĕнче каччăсемпе хĕрсем ĕç шыраса Мускава е ытти хулана çул тытаççĕ. Кун пек лару-тăрура çамрăк çемьесем йĕркелесси, демо- графие ỹстересси çинчен калаçни те пустуй сăмах çеç.

Тен, пирĕн пуçлăхсем ман шухăшпа килĕшмеççĕ? Апла пулсан хаçат урлă хăйсен шухăшне пĕлтерччĕр. Округра çултан çул пиншер çын чакса пыни хурлăхлă чан сасси пекех туйăнать...

ГРИГОРИЙ.



17 октября 2025
16:17
Поделиться