Янăранă Шăмăршă вăрманĕ

ОКТЯБРЬ уйăхĕ Шăмăршă округĕнче нумай спорт ăмăртăвĕпе паллă пулса юлать. Акă çак кунсенче Шăмăршă вăрманĕн уçланки Шăмăршă, Патăрьел муниципалитет округĕсенчен, Етĕрне хулипе Тутарстанри Çĕпрел районĕнчен килнĕ 200-е яхăн спортсмена йышăннă. Вĕсем çăмăл атлетика кросĕнче ăмăртнă. Пирĕн округ чысне Шăмăршă, Карапай Шăмăршă, Палтиел, Пăчăрлă Пашьел, Анат Чаткас тата Васан шкулĕсенче вĕренекенсем хỹтĕленĕ.

Уйрăм дистанцисенче Шăмăршă округĕнчи Валерий Юманов, Дмитрий Байкалов, Константин Гладков, Аделина Залалтдинова пĕрремĕш вырăн йышăннă.



17 октября 2025
15:25
Поделиться