30 ача çуралнă
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн территорийĕнче кăçалхи тăхăр уйăхра пурĕ 30 ача çуралнă. Иртнĕ çул çак тапхăрта 32 ача çуралнине регистрациленĕччĕ. Тĕрлĕ сăлтавпа, январь_сентябрь уйăхĕсенче 158 çын (пĕлтĕрхи çак тапхăрта _ 163 çын) пурнăçран уйрăлса кайнă. Кăçал округра 16 туй кĕрленĕ, 16 çемье уйрăлнă.