Ашшĕсене хисеп туса
Округри Пирвайхисен пуçарăвĕпе Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче «Спорт команди» фестиваль иртрĕ. Ăна Атте кунне халалларĕç. Ăмăрту-фестивале округри çемьесен командисем хутшăнчĕç.
Уяв тĕллевĕ: çемье хаклăхне ỹстересси, сывă пурнăç йĕркине аталантарасси, çамрăк ăрура çĕр-шывăмăршăн мăнаçланас туртăма вăйлатасси.
Ялсенчен килнĕ 9 команда тĕрлĕ станцире ăс-хакăлпа вăй-халне тата ăсталăхне тĕрĕслерĕ. Вĕсем: «Хаваслă стартсем», «Пирвайхи пулăшу парасси», «Пожарник çи-пуçне тăхăнасси», «Пылак шашкăсем», «Калашников автоматне сỹтсе пухасси», «Хаваслă юрăсем», «Чрезвычайлă лару-тăру министерстви», «Квест халапĕ (легенди)».
Çивĕч тупăшура Карапай Шăмăршăри Чугуновсен çемйи çĕнтерчĕ, Василий Николаевичпа Марианна Сергеевна икĕ маттур хĕрĕпе кашни ăмăртурах ыттисенчен тавçăруллăрах та çаврăнăçуллăрах пулчĕç. 2-тата 3-мĕш вырăнсенче Макаровсен (Шăмăршă) тата Петьковсен (Шăмăршă) командисем.
Фестиваль чăн-чăн çемье уявне çаврăнчĕ, участниксене савăнăç туйăмĕ парнелерĕ, кил-йыш туслăхĕпе пĕрлĕхне тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Е.Васильева, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ.