Браконьер _ вăрăпа тан...

ÇАК кунсенче Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин «Вăрман хуралĕ» хысна учрежденийĕн тата Шăмăршă район прокуратурин сотрудникĕсем Палтиел участок лесничествинче саккуна пăсса 6 тĕп хыр йывăçне каснине тупса палăртнă. Браконьерсем вăрман хуçалăхне 63253 тенкĕ ытлалăх сиен кỹнĕ. Хальхи вăхăтра Шăмăршă округĕнчи полици уйрăмĕ браконьерсене тупса палăртас тĕлĕшпе ĕçлет. Айăплисене Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 260-мĕш статйипе явап тыттарма пултараççĕ.



24 октября 2025
13:12
Поделиться