Чăваш Ен инвестицине _ анлă çул
Чăваш Ен промышленность потенциалне тата инвестици мелне InRussia-2025 форумра кăтартнă.
Ставрополь крайĕнче халăхсем хушшинчи InRussia-2025 форум-выставка ĕçленĕ. Вăл промышленность предприятийĕсене, регионсен тата федераци ведомствисен представителĕсене пĕрлештернĕ.
Чăваш Республики ертсе пыракан «ЧП «Сеспель» ЗАО, «ЧЭАЗ» АО, «Релематика» ООО, «Хĕвел» ООО, «ЧЕТРА» ООО, «ЧЗСА» ООО, «Стройкерамика» ООО ĕç-пуçне кăтартнă. Çак компанисем регионăн промышленность потенциалĕн никĕсне йĕркелеççĕ, Раççей тата халăхсем хушшинчи рыноксем килĕштерекен продукцие кăлараççĕ, производствăра çĕнĕ технологисене çул параççĕ.
Регион делегацийĕн йышĕнче _ Чăваш Енĕн Инвестици аталанăвĕн агентствин представителĕсем. Вĕсемшĕн республикăмăрăн инвестици мелĕсене кăтартма, шанчăклă партнерсемпе тата инвесторсемпе калаçу йĕркелеме, çавăн пекех промышленность политикин ыйтăвĕсемпе эксперт дискуссийĕсене хутшăнма май пулнă.
Агентство представителĕсем уйрăмах бизнес инфраструктурине тăвас, патшалăх енчен пулăшу парас, технопарксене тата уйрăм экономика зонисене аталантарас ыйтусем çине тимлĕх уйăрнă.
_ Чăваш Ен çĕнĕ промышленность инфраструктури вăй илекен регионсен йышĕнче, _ палăртнă ЧР Экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Лариса Рафикова. _ Республикăра «Çĕнĕ Шупашкар» уйрăм экономика зони пур, вăл налук çăмăллăхĕсене тата инженер инфраструктурине сĕнет.
«Эффективлă тата конкурентлă экономика» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, «АБАТ» евĕр частнăй технопарксем хăвăрт аталанаççĕ, ку _ бизнеспа патшалăхăн эффективлă хутшăнăвĕн тĕслĕхĕ.
InRussia-2025 форум промышленность аталанăвĕн, цифровизаци инвесторĕсене пулăш- малли мерăсене, кадрсене хатĕрлемелли, строительство проекчĕсене йĕркелемелли, регионсенчи экспорт потенциалне çирĕплетмелли ыйтусене сỹтсе явнă.
Чăваш Республики пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнни ун статусне çĕклет, çĕр-шыври хăвăрт аталанса пыракан промышленность центрĕн шанчăклă партнерĕ иккенне çирĕплетет.
З.Свеклова.