Экологи сукмакне тирпейленĕ
ВĂРМАНТА та тирпей-илем кирлĕ. «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче ĕçлекенсем çакна лайăх ăнланаççĕ, çут çанталăк тусĕсемпе пĕрле субботник йĕркелесси кунта çирĕп йăлана кĕнĕ. Акă çак кунсенче паркра Карапай Шăмăршă психоневрологи интернатĕнче пурăнакансем пулчĕç, алла шăпăрпа кĕрепле тытса экологи сукмакĕсене тасатса тухрĕç. Парк дирекцийĕ интерната экскурсие тỹлевсĕрех килме ирĕк паракан сертификатпа хавхалантарчĕ.