«Эпĕ сирĕншĕн кĕл туса тăрăп...»
Инженерпа сапер батальонĕнче пачăшкă салтаксене мăя çакмалли хĕрес панă. Çавăн чухне офицерсем çак историе каласа кăтартнă.
... Ку ĕç Харьков тăрăхĕнче пулса иртнĕ. Малти линире тăракан мотострелоксен ротине пĕр священник килнĕ. Малтан вăл проповедь каланă, унтан боецсене хĕреспе пĕчĕк турăш (иконка) сĕннĕ. Çĕр çынран аллăшĕ вĕсене илнĕ. Тепĕр аллăшĕ çапла ăнлантарнă:
_ Мана кирлĕ мар.
_ Эп вĕсемсĕр те тăма пултаратăп.
_ Турăша мар, аллăмри автомата ĕненетĕп...
Тĕн çынни каялла кайнă. Унччен маларах салтаксене пилленĕ те:
_ Эпĕ сирĕншĕн кĕл туса тăрăп. Турă сире пăрахмĕ.
Нумай та вăхăт иртмен _ хаяр çапăçу пуçланнă. Тăшман атакăланă. Рота каялла чакмалли çинчен приказ илнĕ. Икĕ талăк хушши пĕр чарăнми тăкăнакан вут-çулăм айĕн чакнă. Украина çарĕ пирĕн подразделенине унка илме, тĕп тума пикеннĕ _ ĕç тухман унăн. Мĕн тĕлĕнмелле _ тăшман тума хăтланакан кашни маневра туйса тăнă пирĕннисем, ăна хăйне атакăланă. Икĕ талăк хушшинче Раççей воинĕсем тăшманăн темиçе çĕр салтакне (вĕсенчен çурри ытла европеецсем пулман) вĕлернĕ, пирĕн вара пиллĕкĕн пуç хунă.
Çапăçу хыççăн пирĕн хỹтĕлевçĕсем _ священникран хĕреспе турăш илменнисем _ православи тĕнĕпе çыхăннă çвет- туй япаласене илсе килме ыйтнă. Вĕсен ыйтăвне тивĕçтернĕ.
СВО студийĕ.