«Эпир пулăшмасан _ кам пулăшĕ?»
Çак сăмахсене Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн членĕсенчен час-часах илтетĕн. Чăн, фронта пулăшассине пирвайхи тивĕç вырăнне хураççĕ вĕсем. Эрнере тăватă хутчен округ центрĕнчи Культура керменне ĕçе çỹренĕ пек хутлаççĕ, маскировка сетки çыхаççĕ. Çавăн пекех кан- малли кунсенче тĕрлĕ çи-пуç çĕлетпĕр.
Юлашки икĕ эрнере эпир тĕрлĕ ĕç-пуç туса ирттертĕмĕр. Паянхи куна 363 хỹтлĕх карри çыхса ĕлкĕртрĕмĕр. Кĕске вăхăтлă отпуска килнĕ салтаксене çак япаласемпе тивĕçтертĕмĕр: Бородана (позывной) _ 2 маскировка сеткипе, 4 хỹтлĕх плащĕпе, 4 мăшăр гетрыпе, 6 «пурнăç» суллипе, Заяца (позывной) _ тепловизортан хỹтĕленмелли пончопа, гетрыпе, çăм чăлхасемпе, 3 кг тăварланă салопа (ăна Анат Чаткасри Нина Ухорская пачĕ). Яланхи пулăшаканăмăр Гелия Хамдеева (Шăмăршă) урлă отпускри 4 ентешĕмĕр патне гуманитари япалисен пĕрер комплектне (кашнинех хỹтлĕх плащĕ, гетры, çăм чăлха, «пурнăç» сулли кĕреççĕ) çитертĕмĕр. Отпускниксем гуманитари пулăшăвĕпе кăмăллă юлчĕç.
Заказ нумай. Акă кĕске вăхăтрах тепловизортан хỹтĕленмелли 30 плащ тата 10 утиял çĕлемелле. Халĕ эпир _ хамăр тĕллĕн вĕреннĕ çĕвĕçсем _ культура учрежденийĕнчех çĕвĕ ĕçне тума пултаратпăр. Пирĕн çĕвĕ машини пур! Ăна Энтĕрьел çыннисем _ Шупашкарта пурăнакан пĕр тăван Вашуркинсем _ парнелерĕç. Тав та мухтав вĕсене!
Çирĕп ĕненетпĕр: пирĕн ĕçĕмĕр _ вырăнлă! Ентешĕмĕрсемпе юлташĕсем выçă тăмĕç, шанчăклă хỹтлĕхре те ăшăра пулĕç, нацистсемпе хăюллăн кĕрешме хавхалану илĕç. Çапла пултăрччĕ...
Отпуска килекен хỹтĕлевçĕмĕрсене эпир хỹтлĕх карри, плащ, утиял е ытти япала парса яма яланах хатĕр. Кам _ апат-çимĕçпе, кам _ япалапа, кам укçа- тенкĕпе пулăшас кăмăллă _ пирĕнпе çак телефон номерĕпе çыхăнмалла: 89278538481.
В.Еремеева, Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ.