Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн

ИРТНĔ тунтикун, ытти çĕрти пекех, округри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче «Чи кирли çинчен _ калаçу» иртнĕ. Урока çывхаракан Халăх пĕрлĕхĕн кунне (Килĕшỹпе çураçу кунне) халалланă. Унта Раççейри хуласен аталанăвĕпе хăтлăхĕ тата çĕр-шыври хуласенче пурăнакан тĕрлĕ халăх çинчен калаçнă.

Раççейре пурĕ 1110 пысăк тата пĕчĕк хула шутланать. Вĕсенче 190 наци çынни пурăнать, 277 чĕлхепе тата диалектпа пуплет. Кашни хулах культурăн нумай енлĕхĕпе тата этнос пĕрлĕхĕпе палăрса тăрать, иртнине, хальхине тата пулассине çыхăнтарать.

Шкул ачисем хуласен хăй евĕрлĕхĕ, вĕсен хăтлăхĕ кашни гражданин пурнăçне мĕнле витĕм кỹнине ăнланнă. Çавăн пекех çамрăк ăру Мускава Польша интервенчĕсенчен ирĕке кăларни, «Пурнăç инфраструктури» проектпа «Чăн-чăн çĕр-шыв» программа хуласен сăн-сăпатне улăштарни пирки нумай çĕнĕлĕх пĕлнĕ.

Заняти витĕмлĕхне интерактивлă меслетсемпе усă курни ỹстернĕ.

Е.Кудряшова, округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕн çумĕ.

 



24 октября 2025
14:08
Поделиться