Хĕле лайăх хатĕрленĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин «Гидроресурс» хысна учрежденийĕ шыв управĕсенчи гидротехника сооруженийĕсене хĕле мĕнле хатĕрленине тĕрĕслет.

Палтиел вăрманĕнчи Шăмăршă управĕнче хĕл каçма 4,63 миллион кубла метр шыв хăварма палăртнă. Управра гидротехника сооруженийĕсене ỹсен-тăран юлашкисенчен тасатса тухнă, шыв шахтинчи пăрăхсене шăнасран лайăх хупланă. Çавăн пекех затворсемпе задвижкăсене тĕплĕн тĕрĕсленĕ, çĕрлехи вăхăтра кунта çутатса тăраççĕ.

Е.ЖОЛОБОВА.



24 октября 2025
13:12
Поделиться