Ылтăн тулă, савăк юрă...

Ылтăн тулă, савăк юрă...

Юнкун Шăмăршăра _ ял хуçалăх ярмăркки, ипподромра урхамахсен ăмăртăвĕ иртрĕ

ШĂМĂРШĂРИ рынок территорине ирпе 7 сехетченех çитрĕм пулин те, Виçпỹрт Шăмăршăри «Победа» ОООн тырă тиенĕ автомашини манран та маларах килме ĕлкĕрнĕ.

_ 44 михĕ тулă тиесе килтĕм, _ пĕлтерчĕ çамрăк водитель. _ Çирĕмĕшне Луговая урамри пĕр çын йышăнчĕ те ĕнтĕ. Ыттине сутса пĕтерсен килнех леçсе хăваратăп.

Ярмăркка ирттерекен пысăк лапама тырă, пахча çимĕç, утă-улăм тиенĕ автомашинăсем пĕрин хыççăн тепри пырса кĕреççĕ. Акă Патирекри Радик Севрюгин шултра та хытă пуçлă купăста сутать.

_ Картина çинчи пек илемлĕ! _ мухтаса хăварчĕ тавар туянакан. _ Пĕлтĕр те Севрюгинран купăста туяннăччĕ, йỹçĕтме питĕ лайăх. Хулара пурăнакан ачасене те пара-пара ятăмăр.

Радик Петрович кăçал тухăçлă çĕр улми те çитĕнтернĕ, «иккĕмĕш çăкăра» туянакан та тупăннă.

_ Çитес çул çĕр улми лаптăкне ỹстерме шутлатăп, _ пĕлтерчĕ Севрюгин. _ Купăста пирки каламалли те çук _ çак пахча çимĕçе вунă çул ытла туса илетĕп.

Анат Чаткасри Елена Пондякова фермер хуçалăхĕн управляющийĕ Григорий Кашкаров пĕрчĕн-пĕрчĕн суйланă пек тап-таса сĕлĕ илсе тухнă.

_ Сĕлĕ _ халăх медицини валли кирлĕ культура, _ çапла сăмахласа туянчĕç виçшер-пилĕкшер килограмм Шăмăршă хĕрарăмĕсем. _ Организма тасатать, чĕрепе нерв тытăмне сиплет, иммунитета çирĕплетет. Вар-хырăмшăн та питĕ сиплĕ.

Пыр та калаç! Эмел пирĕн çĕр çинчех çитĕнет иккен. Аптекăри хими тỹмисене туяннипе пĕрлех, халăх медицини çинчен те манмалла мар.

_ Шăмăршă çынни, савăн, эп сутатăп кавăн! _ шỹтлесе илчĕ çак пахча çимĕçе пĕр автомашина тиесе килнĕ Анат Чаткасри Петр Майоров фермер. Кавăнĕ пыл пек пылакки иккен _ «медовая» сорт. Паллах, туянакансем те пулчĕç.

Карапай Шăмăршăри Владимир Алексеев фермер _ урпа, Патирекри Алевтин Алеев фермер _ тулăпа утă, Пуянкассинчи Надежда Угарина фермер _ урпа, Кивĕ Шăмăршăри Юрий Лепешкин фермер _ урпапа соя, Шăмăршăри Александр Егоров фермер _ утă, хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ (самозанятый) Дмитрий Краснов севок сухан тиесе килнĕ. Вĕсен çумне Палтиелĕнчи Фазулла Рахматулловпа Хĕрлĕ Васан паççулккинчи Василий Павлов фермерсем те хăйсен «лавĕсемпе» хутшăнчĕç. «Колос» Агрофирма» ООО та урпапа тулă питĕ хăвăрт сутса пĕтерчĕ.

Кỹршĕри Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен «Дувановские сады» улма-çырла çитĕнтерекен хуçалăх хĕп-хĕрлĕ те пылак пан улми тата çамрăк хунав сутса самаях тупăш курчĕ.

Ярмăрккăна округри «Централизациленĕ клубсен системи» автономи учрежденийĕн нумай функциллĕ автоклубĕ тата та илемлетрĕ. Культура ĕçченĕсем автоклуб сцени çинче Тăван çĕр-шыва, ял ĕçченне тата хамăра тăрантаракан çĕр-аннене халалланă юрăхыççăн юрă шăрантарчĕç.

Ял хуçалăх ярмăрккине Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин та çитсе курчĕ, фермерсемпе ял хуçалăх организацийĕсен ертỹçисене тата хăйсен ĕçне йĕркеленисене ăшă сăмахпа хавхалантарчĕ. _

Çанталăк çумăрлă тăман пулсан, ярмăркка тата та чаплăрах иртмеллеччĕ, _ терĕ Сергей Авенирович. _ Фермерсен сутмалли тырă нумай _ ял çыннисен ыйтăвне вĕсем туллин тивĕçтерĕç. Выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усракан çынсене эпир пур енлĕн пулăшма тăрăшăпăр.

 

«ÇУМĂР ÇУТĂР _ ПУР ПĔРЕХ, ĂМĂРТĂВА КИЛĔРЕХ !»

ÇАПЛА чĕнсе каларĕ микрофонпа Шăмăршă ипподромĕнчи урхамахсен ăмăртăвне йĕркеленĕ Чăваш Республикинчи лаша спорчĕн федерацийĕн представителĕ.

Чăнах та, юнкун ир пуçласа каçченех çумăр пĕрĕхрĕ пулин те, лаша спортне чунтан юратакансене çанталăк нимĕн чухлĕ те хăратаймарĕ. Курма килнисем йышлă пулчĕç, çав шутра _ Шупашкар хулипе кỹршĕ округсенчен те.

Пурĕ 12 урхамах хутшăнчĕ ăмăртăва. Шăмăршă округĕн чысне Петр Майоровпа Олег Хлюкин фермерсем хỹтĕлерĕç. Петр Анатольевичăн «Краса Брклина П.М.» урхамахĕ (наездникĕ _ Александр Максимов) Шăмăршă ипподромĕн Кубокне çĕнсе илни _ пысăк çитĕнỹ. Ипподром паттăрне чыслама Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин тата маларах пирĕн района ертсе пынă Валерий Фадеев хутшăнчĕç. Абсолютлă чемпион вара _ вăлах ылтăн Кубок хуçи _ Патăрьел округĕнчи Николай Пыркин.

Паянхи ăмăрту пирки хăйсен шухăшне калама эпĕ хăш-пĕр çынран ыйтрăм.

Алексей КРАСНОВ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

_ Эпĕ ăмăртăва йĕркелекенсен ĕçĕпе питĕ кăмăллă. «Уникс» урхамахпа Патăрьел округĕнчи «Исток» ООО чысĕшĕн ăмăртрăм, малти вырăнсенчен пĕрне çĕнсе илтĕм.

Шăмăршă ипподромĕнче манăн атте _ Егор Семенович _ темиçе хутчен те чемпион пулнă. Аттен ырă ятне çĕре ỹкерменшĕн савăнатăп.

Валерий ЕРЕМЕЕВ, Шăмăршă округĕнчи агрохимик, лаша спортне юратакан:

_ Манăн Шăмăршă ипподромне «Туслăх ипподромĕ» тесе калас килет. Паянхи ăмăртура чăваш, тутар, вырăс çыннисем туслăха тата та çирĕплетрĕç.

Шăмăршă тăрăхĕнче республикăри тата унăн тулашĕнчи ăмăртусенче çĕнтерме пултаракан урхамахсем, лаша спортне аталантарассишĕн чунтан тăрăшакан çынсем пурри пысăк шанăç кỹрет.

... ЯЛ ĕçченĕсене халалланă уявра округри фермерсен туслăхĕ çирĕп иккенне тепĕр хут курса ĕнентĕм. Ипподром территорийĕнче чатăр карса шăкăл-шăкăл калаçса ларни те, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашни те _ ырă тĕслĕх.

Çумăрлă çанталăкра вĕри яшкапа чей те _ сывлăхшăн усăллă. Шỹтлемелли сăмах та тупăнчĕ. Карапай Шăмăршăри Владимир Алексеев _ чатăра кăвайт çинче хуранпа пĕçернĕ яшка, Палтиелĕнчи Фазулла Рахматуллов фермер термоспа чей йăтса кĕнине курсан çапла çавăрттарса хутăм:

_ Хуранпа йăтса кĕчĕ яшка _

Алексеев фермер, хашка-хашка.

_ Матрỹшке чейĕ якши була, _

 Терĕ Рахматуллов Фазулла.

Пурте ахăлтатса кулчĕç те, çумăрпа йĕпенни-шăнни те таçта кайса çухалнăн туйăнчĕ...

Ив.САЛАНДАЕВ.



24 октября 2025
10:43
Поделиться