Кĕр «мăнтăрĕ» _ хресченшĕн савăнăç

Кĕр «мăнтăрĕ» _ хресченшĕн савăнăç

«ВĔÇЛЕНСЕССĔН уй-хирте вырма _ питĕ кăмăллă хаçатра çырма», _ çапла шỹтленĕччĕ эпĕ фермерсемпе тĕл пулнă чух.

Акă унччен ылтăн тĕспе савăнтарнă уй-хир хура тĕспе ылмашăнчĕ: тракторсем ир пуçласа каçченех кĕрхи çĕртме сухи тăваççĕ. Тар тăкса çитĕнтернĕ тыр-пул пỹлмене кĕчĕ.

Вырма ĕçĕ _ çанталăк хытă чăрмантарнипе _ вăраха тăсăлчĕ пулин те, хресченле тирпейлĕхпе вĕçленчĕ.

«Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ», _ тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Паян уй-хир тухăçĕ пирки чуна уçса сăмахласан та юрать. Шăпах çак тĕллевпе ĕнтĕ эпĕ Шăмăршă округĕн администрацийĕн экономика тата ял хуçалăх секторĕн заведующийĕпе Ильмира Тепитовăпа курса калаçрăм.

_ Ĕненетĕр-и: уй-хир тыр-пултан пушанни маншăн çав тери пысăк савăнăç пулчĕ, _ çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Ильмира Тепитова. _ Мĕн çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех чунра лăпкă пулман, уйрăмах çанталăк пăтăрмахĕ хытă пăшăрхантаратчĕ. Сивви те, шăрăхĕ те, йĕпи-сапи те ытлашшипех пулчĕç, апла пулин те ял çынни йывăрлăхсене çĕнтерме вăй çитерчĕ. Шăмăршă тăрăхĕшĕн кĕр «мăнтăр» килчĕ тесе таса чунпа калама пултаратăп.

_ Ильмира Месалимовна, хăвă- рăн сăмахăра цифрăсемпе çирĕплетсе параймăр-ши?

_ Тархасшăн! Фермерсемпе ял хуçалăх организацийĕсем пурĕ 35,4 пин тонна е кашни гектартан 35,7 центнер тырă пуçтарса кĕртрĕç. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, тухăç 135 процент пысăкрах. 2024- çулта гектартан 26,4 центнер тырă туса илнĕччĕ.

Çакăн чухлĕ тухăç сутса укçа-тенкĕ ĕçлесе тума та, халăха çĕршĕн валеçме те, вăрлăх валли те, выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма та çителĕклĕ.

Кăçал пирĕн фермерсем 39 гектар çĕр улми çитĕнтерчĕç, кашни гектартан 250- шар центнер тухăç илчĕç. 13 гектар çинчи севок сухан та савăнтарчĕ: гектартан _ 96,9 центнер.

_ Юлашки çулсенче округра хĕвел çаврăнăш нумайрах акса çитĕнтерме тытăнчĕç. Çак культурăна пуçтарса кĕртесси мĕнлерех хăвăртлăхпа пырать-ши?

_ Çапла, хĕвел çаврăнăш пирĕн хирсенче 2264 гектар çинче çитĕнчĕ. Хальхи вăхăтра çу паракан культурăна пуçтарса кĕртеççĕ. 400 гектар ытла вырса çапнă ĕнтĕ, кашни гектар вăтамран 20-шер центнер тухăç парать.

Каярах юлса ĕлкĕрекен культурăна, çанталăк сивĕтсен те, тирпейлĕ пуçтарса илме май пур, çавăнпа та ытлашши васкама кирлĕ мар. Тухăç аван, хĕвел çаврăнăш кăçал та фермерсене тупăш кỹрессе шанатпăр.

Фермерсемпе ял хуçалăх организацийĕсем кĕрхи акана та ăнăçлă вĕçлерĕç, пурĕ 1804 гектар кĕрхи тулă акса хăварчĕç (112,7 процент). Хирте халĕ чуна савăнтарса уçăм ешерет. Хуçалăхсенче ял хуçалăх техникине хĕл валли упрама лартаççĕ, вăрлăх хатĕрлеççĕ тата ытти те.

 _ Ильмира Месалимовна, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пирки мĕн калама пултаратăр?

_ Кăçалхи январь_сентябрь уйăхĕсенче округри хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 238,6 тонна аш-какай (иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан _ 114,9 процент), 2982,99 тонна сĕт (112 процент) туса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсене самăртассипе Пуянкассинчи Олег Макаровпа Палтиелĕнчи Фазулла Рахматуллов лайăх ĕçленине палăртмалла. Олег Макаров таса герефорд ăратлă выльăх самăртать, кашни вăкăр талăкра вăтамран 780-шар грамм чĕрĕ ỹт хушнă. Ĕнесенчен сĕт сăвассипе Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер малта пырать. Тăхăр уйăхра кунта кашни ĕнерен 6234-шар килограмм сĕт суса илнĕ.

Олег Анатольевич 524 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 175 пуç сăвăнакан ĕне, тытать.

Пуянкассинчи Геннадий Макаровпа Шăмăршăри Александр Егоров фермерсен ĕç кăтартăвĕ те савăнтарать. Вĕсем кăçал кашни ĕнерен 7000 килограмм ытла сĕт суса илме тĕллев лартнă.

Январь_сентябрь уйăхĕсенче хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ĕнесенчен 520 пуç пăру илнĕ (пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен _ 65 пуç нумайрах). Округри 4 хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине йĕркеленĕ. Юлашки çулсенче округра сурăх ĕрчетесси аталанма тытăнчĕ. Хальхи вăхăтра хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 493 пуç сурăх шутланать. Карапай Шăмăршăра ашшĕпе ывăлĕ Олег Анатольевичпа Илья Олегович Хлюкинсем кăçал 115 пуç путек илнĕ. Фермерсем кĕтỹ йышне ỹстерсех пыраççĕ.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма тĕплĕн хатĕрленнĕ: 1300 тонна _ утă, 5200 тонна _ сенаж, 2020 тонна _ улăм, 4800 тонна _ силос, 1500 тонна тырă фуражĕ пур. Кашни условнăй пуç выльăха 39,5 центнер апат тивет (планпа палăртнин 116 проценчĕ).

Хаçатра вырăн панипе усă курса, эпĕ ял ĕçченĕсене хамăрăн професси уявĕпе ăшшăн саламлатăп, хастарлăхшăн, округ экономикине аталантарассишĕн чунтан тăрăшнăшăн чĕререн тав тăватăп.

Топливо, удобрени, элита вăрлăх хакĕ çултан çул ỹссе пырать пулин те, хресчен лайăххине, ыррине шанса пурăнать. Çакă вара _ чи кирли. Кашни çур аки, кашни вырма çĕр ĕçченĕн тарĕпе шăварăнать. Ирхи шуçăм çутипе тăрать те таврана каç сĕмĕ хупăрламасăр та ларса канаймасть вăл. «Чăн-чăн паттăрсем!» _ фермерсемпе механизаторсене, вырма ĕçне хутшăннă кашни çынна манăн çапла каласа аллисене хыттăн чăмăртас килет.

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.



24 октября 2025
13:11
Поделиться