Мир салтакĕсемшĕн
ОКТЯБРĔН 22-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменĕнче СВО участникĕсене пулăшас тĕллевпе Ыр кăмăллăх концерчĕ ирттертĕмĕр. Йĕркелỹçи _ округри централизациленĕ клубсен системи. Юрă-ташăпа сцена çине тухакансем те округри культура ĕçченĕсем пулчĕç. Мероприятие çавăн пекех округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова тухса калаçни, Культура керменĕ çумĕнчи «Антонина» Халăх ташă ансамблĕн, Халăх театрĕн, «Шемуршиночки» ташă ансамблĕн номерĕсем, Ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсем тăратнă ỹкерчĕксем илем кỹчĕç. Фронта пулăшакан волон- терсене халăх умĕнче Тав çырăвĕпе чыслани те ун пĕлтерĕшне çĕклерĕ. Организаци-учреждени коллективĕсем, уйрăм çынсем хывнă укçан пĕтĕмĕшле сумми 130 пин ытла пухăнчĕ, ăна СВОра тăракансене пулăшма усă курĕç.
Т.Давыдова.