Нумай ачаллă çемьесене _ пулăшу

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ нумай ачаллă çемьесен йышĕ _ 22,7 пин ытла.

Юлашки çулсенче вĕсене налук енĕпе çăмăллăх панă, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшаççĕ. 1,1 пин ытла çемье тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ вырăнне 250 пин тенкĕпе танлашакан тỹлеве илнĕ. 5 тата ытларах ачаллă 911 çемьене хваттер панă. Республикăн амăшĕн капиталне 18,1 пин çемье илнĕ _ 1,6 миллиард тенкĕ. 9,2 пин ытла çемьере çитĕнекен 18 пине яхăн ачашăн шкул тата спорт форми туянма укçа панă.

Пулăшăвăн кăçал йышăннă мерисене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 1,04 миллиард тенкĕ илме май килнĕ.



24 октября 2025
10:40
Поделиться