Олег Николаевăн ăшă саламĕ е Тихоновсем Раççей конкурсĕнче çĕнтерни çинчен

Олег Николаевăн ăшă саламĕ е Тихоновсем Раççей конкурсĕнче çĕнтерни çинчен

ШĂМĂРШĂ тăрăхĕнчи илемлĕ ялта _ Ярăславра çуралса ỹснĕ хастар Иванпа Муркаш округĕн чипер хĕрĕ Валентина Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ чухне паллашнă. Çак туслăх пыра-киле хĕрỹ юратăва куçнă: çамрăк çемье йĕркеленсен телейлĕ мăшăр «Тихоновсем» пулса тăнă.

Унтанпа 32 çул та кĕрлесе иртнĕ ĕнтĕ, Иван Александровичпа Валентина Евгеньевна 5 ачана тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Юрă-ташăпа туслă, пур ĕçре те пултаракан Тихоновсем тăван ял-йышра чыс-хисеп çĕнсе илнĕ.

Тихоновсен çемйи 2010-çултах Шăмăршă районĕн историне ылтăн сас паллипе çырăнса юлнăччĕ. Çав çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче Валентина Евгеньевнăпа Иван Александровичăн харăсах виçĕ ывăл çуралнă, çут тĕнчене Ярослав, Святослав тата Владислав Тихоновсем килнĕ. Аппăшĕсем _ Снежаннăпа Татьяна _ хăйсен пĕчĕк шăллĕсене пысăк савăнăçпа йышăнни çинчен эпир хамăр хаçатра та çырнăччĕ. Иван Александрович ун чух _ ветеринари аптекинче, мăшăрĕ ялти клуб заведующийĕнче вăй хуратчĕ. Тихоновсене чыслама Шупашкартан Чăваш Республикин Культура, наци ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Михайловна Лизакова та килнĕччĕ. Шăмăршăри ЗАГС пайĕнчи савăнăçлă событи çинчен эпĕ хаçатра репортаж çырса кăлартăм. Республикăри «Советская Чувашия» хаçатра вара «Два плюс три» статья çутă курчĕ. Хальхи вăхăтра хулара пурăнаççĕ пулин те, Тихоновсем Шăмăршă тăрăхĕпе тачă çыхăну тытаççĕ. Юлташĕсемпе тăванĕсем сĕннипех, вĕсем Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк çемйи _ 2025» конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Хутшăннипе çеç лăпланман _ мала тухнă!

Акă мĕн çырать интернетри хăйĕн страницинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев:

«Эпĕ хамăрăн Тихоновсен кил-йышне Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк çемйи _ 2025» конкурсра çĕнтернĕ ятпа чĕререн саламлатăп! «Ылтăн çемье» номинацире лауреат ятне тивĕçни _ чăн-чăн юратупа пурнăçри активлă позицин чи илемлĕ палли. Иван Александровичпа Валентина Евгеньевнăн историйĕ _ Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче çырăнма пуçланнăскер _ 32 çул хушши ĕнтĕ пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Телейлĕ мăшăр пилĕк маттур ачана тивĕçлĕ воспитани панă, çамрăк Тихоновсем ашшĕпе амăшĕн ырă ятне çỹлте тытаççĕ. Тихоновсен çемйи _ вăйлă йăлкăшакан çемье вучахĕ, çавăн пекех иксĕлми пултарулăх лаççи те: юрăпа ташă, ал ĕçне юратни тăвансене тата та çывăхлатаççĕ, çемьен ырă йăли-йĕркине упраса хăварма вăй-хăват параççĕ. Вĕсен пурнăç тĕллевĕ çапла: «Сивĕ сăмах _ сивĕтет, чунтан килĕштерсе пурăнни _ çемье пуянлăхĕ». Çак философи çинче çемье телейĕпе вăй-хăвачĕ тытăнса тăрать. Тихоновсен çемйи _ ырă йăла-йĕрке, юратупа ĕç пирĕн республикăна вăйлăрах тунин чи лайăх тĕслĕхĕ. Ан тив, вĕсен хĕвел пек çутă та илемлĕ историйĕ Чăваш Енри кашни çыннах çемье чысĕпе пуянлăхне упраса пурăнма вĕренттĕр.

Тихоновсен çемйине телей те ăнăçу сунса _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев».

Олег Алексеевичăн саламĕ çумне эпир те хутшăнатпăр, Тихоновсене Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ ятпа чун-чĕререн хисеплесе çапла калатпăр:

Пурнăç пултăр тулăх та илемлĕ,

Ĕмĕр ирттĕр юрăпа, телейлĕ.

Ачасен, мăнуксен ырлăхне

Курмалла пултăрах малашне!

Ив.САЛАНДАЕВ.



24 октября 2025
10:38
Поделиться