Профсоюз членĕсем ăмăртнă

ИРТНĔ эрнере Шăмăршăри «Туслăх» ФСКра округри вĕренỹ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен профсоюзĕ пуçарнипе ăмăрту йĕркеленĕ. Хальхинче профсоюз членĕсем бассейнра ишсе тата теннис площадкинче тупăшнă. Шывра ишсе Шăмăршă вăтам шкулĕнчи спортсменсем мала тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ Палтиел вăтам шкулĕпе Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн командисем.

Ача сачĕсенче ĕçлекенсем хушшинче Шăмăршăри «Але- нушка» садикри _ Виктория Емельянова, «Ромашка» садикри _ Вера Старшова, Карапай Шăмăршăри «Василек» садикри Надежда Медведева палăрнă. Сĕтел çи теннисла выляса та Шăмăршă вăтам шкулĕн команди пурне те çĕнтернĕ. Ача сачĕсем хушшинче Шăмăршăри «Ромашка» садикре ĕçлекенсен команди мала тухнă. Ăмăрту вăхăтĕнче профсоюз членĕсем ГТО нормативĕсене те панă.

 



24 октября 2025
13:14
Поделиться