Пĕррехинче, кĕрхи тĕттĕм каç...
ЫЛТĂН кĕркунне кăçал вăраха тăсăлчĕ. Пахчасенчи пуянлăха тахçанах пуçтарса кĕртнĕ ĕнтĕ, «карчăк ăшши» вара хăйĕн хĕвеллĕ кунĕпе çав-çавах савăнтарма пăрахмарĕ-ха. Каçхине те сивĕ мар, кăнтăрла сывлăш температури самаях хăпарать.
Тунтикун районти шалти ĕçсен пайĕнче те иртенпех «пĕлĕтсĕр çанталăк» хуçаланать. Кунта ĕçлекенсем мĕн пур киревсĕр ăпăр-тапăр вырсарникунсенче пулнине хăнăхнă ĕнтĕ. Паян вара шалти ĕçсен пайĕнче питĕ лăпкă, Ярсунов дежурнăй та кулкаласа кăна ларать. Тунтикун _ вырсарникун пекех _ «пĕлĕтсĕр» иртрĕ. Дежурнăй телефонĕ пĕрре те шăнкăртатмарĕ.
Тепĕр кун _ вăраха тăсăлман «оперативка» хыççăн тата уголовлă шырав уйрăмĕ саланма пуçличчен _ пỹлĕме пай дежурнăйĕпе пĕр чарăнми йĕрекен тулли ỹт-пỹллĕ çамрăк хĕрарăм пырса кĕчĕç.
_ Ах-тур-тур... _ ĕсĕклеме чарăнаймасть хĕрарăм. _ Ĕмĕр тỹлевсĕр ĕçлесен те парса татаймăп _ чи хаклине вăрланă!
_ Хăçан?
_ Паян! _ сăмахне лăпкă сасăпа мар, кăшкăрсах каларĕ хĕрарăм. _ Ĕçе çитрĕм! Çăрари пломбăна тĕкĕнмен! Лавккана уçрăм! Йĕри- тавра пăхрăм _ пурте йĕркеллĕ! Прилавка хыçне кĕтĕм те _ тăпра тăкăннă! Пуçа çĕклерĕм те _ кăмака çинче шăтăк!
Хĕрарăм ỹлесех йĕме пуçларĕ:
_ Чи хаклине _ сехетсене, браслетсене, çĕрĕсене _ пурне те вăрланă!
_ Хуралçă пулман-и вара? _ ыйтрĕ Ильдияров аслă инспектор.
_ Ỹсĕр! Намăссăр! Чĕлхине те çавăраймасть!
_ Кайрăмăр! _ оперативниксене хушу пачĕ Ильдияров. _ Вăрра «вĕри» йĕрпе тытма тăрăшмалла.
...
ПРОМЫШЛЕННОСТЬ таварĕсен магазинĕ тĕп урамра вырнаçнă. Чăнах та, лавккана кĕрсенех кунта преступлени пулнине тỹрех асăрхама та çук: пур çĕрте те тирпейлĕ, урай та тап-таса.
Тимлесе пăхсан çеç кĕтесри «голландка» кăмака тăрринче темиçе кирпĕче хайăрса кăларса çын кĕмелĕх шăтăк тунине курма пулать.
_ Ăнланмалла, _ хуллен çеç каларĕ Ильдияров. _ Унăн вичкĕн куçĕ урайĕнче лапчăнса выртакан картон коробка çинче аран çеç палăракан ура йĕрне асăрхарĕ. Çак коробкăна вăл тирпейлĕ кăна çĕклесе хăйпе пĕрле илчĕ.
Кĕленче ăшĕнчи витринăран _ йỹнĕ брошкăсене çеç хăварса _ пурне те илнĕ.
_ Сехетсемпе ювелир изделийĕсемсĕр пуçне тата мĕн çухалнă? _ ыйтрĕ Ильдияров.
_ Урăх нимĕн те илмен пулмалла, _ хуравларĕ сутăçă.
_ Юрать. Ыттине ревизи кăтартса парĕ, _ терĕ милици сотрудникĕ.
Часах райпо ревизорĕсем те килсе çитрĕç, лавккари пурлăха журнал тăрăх тĕрĕслеме пуçларĕç. Каç енне уголовлă пая çухалнă япаласен списокĕ те килсе выртрĕ: 40 сехет, 35 браслет, 28 ылтăн çĕрĕ.
Лавкка йĕри-таврашне тинкерсе пăхнă май, Ильдияров капитан хăй патне шăртланса кайнă пит-куçлă вăтам çулсенчи арçын пырса тăнине тỹрех сисмерĕ те.
_ Ылтăн-кĕмĕле ĕçсе ятăн апла? _ хытах каларĕ ăна Ильдияров.
_ Мĕнле ĕçсе янă? _ хăрасах ỹкрĕ лавкка хуралçи.
_ Вăрра мĕншĕн асăрхамарăн вара?
_ Эпĕ алăк çинчи çăрана пырса пăхрăм _ йĕркеллех. Çурт тăррине хăпарасси _ манăн ĕç мар. Вăрă маччана шăтарса кĕнĕ ав.
Ильдияров капитан лавкка хуралçин пушмакне сăнаса пăхрĕ. Çук, вăррăнни пек мар _ пĕчĕк çыннăн пушмакĕ те пысăк мар. Картон çинчи йĕр вара _ 43-мĕш размер. Экспертиза та çакна çирĕплетрĕ.
_ Кăнтăрла сулăнсан çывăхра никама та асăрхамарăн-и? _ допросри пекех хыттăн ыйтрĕ Ильдияров.
_ Асăрхаман. Анчах... çук, _ тем аса илчĕ хуралçă. _ Пĕр вăрăм арçынна куртăм. Хăйне телемастер терĕ, ялта камăн телевизор ĕçлеменни пирки тĕпчерĕ.
_ Сана хăна тăваканни те çавах пулчĕ-и?
_ Çавă, _ хăйĕн айăпне йышăнчĕ хуралçă, _ Кĕсйинчен çур литр эрех кăларчĕ те мана пĕр стакан ярса пачĕ. Хăй кăштах çеç тутанса пăхрĕ. «Ĕçлемелли нумай», _ тесе ăнлантарчĕ. Эрех кĕленчине мана парса хăварчĕ. Пĕчченех пушатрăм вара.
Хуралçăпа текех калаçни те усси пулас çуккине ăнланса, Ильдияров уголовлă шырав пайĕн сотрудникĕсене оперативлă хушу пачĕ, хăй кỹршĕ республикăри шалти ĕçсен пайне шăнкăравларĕ.
_ Телемастер-и? Пирĕн патăрта вăл! _ пĕлтерчĕ пай пуçлăхĕ Назиев. _ «Туслăх» кафе патĕнчи чарăнура ирпе-ирех тытса чартăмăр. Пире ун аллинчи пысăк хутаç интереслентерчĕ. Хальлĕхе ылтăнпа кĕмĕле ăçтан илнине пĕлейменччĕ-ха, халĕ вара пĕтĕмпех уçăлчĕ: вăрра çĕнĕрен допрос тăватпăр.
Преступление Шăнкăрчă районĕнче тунине кура, милици уйрăмĕн начальникĕ Степанов подполковник Ильдияровпа Уйранов сотрудниксене çийĕнчех кỹршĕсем патне ячĕ. Каç пуласпа лавкка вăррине лартса та килчĕç. Çапла вара, пысăк преступление икĕ кун хушшинче уçса пачĕç. Вăрă ылтăнпа кĕмĕл япаласене салатма ĕлкĕреймен. Çапах та пĕр ылтăн çĕрĕ кайран тупăнчĕ: пĕрре качча кайса уйрăлнă сутуçă ăна витрина çинчен илсе кĕсйине чикме ĕлкĕрнĕ иккен. Вăрланă мĕн пур япалана вăрă çине чышма хăтланни пустуях пулчĕ.
Ильдияров капитан сутуçă çĕрре каялла тавăрса панине никама та шарламарĕ, протокола та кĕртмерĕ. Шеллерĕ вăтăр урлă каçнă хĕрарăма: тен, çак çĕрĕпе вăл тепре качча кайма шутланă, хăйĕн телейĕ тупăнасса шаннă?
Милиционер та _ çынах, хăй пултарнă таран пурне те ырă сунать.
Ив.САЛАНДАЕВ.
РЕДАКЦИРЕН. «Следователь каласа панинчен...» рубрикăна малалла тăснă май, журналист пичетленекен материалсем пирки вулакансен шухăшне те пĕлесшĕн. Шăнкăравлăр, çырăр, кĕрсе тухăр, автора çĕнĕ тема сĕнĕр. Кĕтетпĕр!