Республика Пуçлăхĕ _ «Тỹрĕ эфирта»

Республика Пуçлăхĕ _ «Тỹрĕ эфирта»

ОКТЯБРĔН 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Тỹрĕ эфирта» республикăра пурăнакан çынсен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Пурĕ 800 ытла ыйту килнĕ: власть органĕсен социаллă сечĕсемпе интернет-ресурс урлă _ 289 ыйту, колл-центр урлă _ 219 ыйту, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн телеграм-каналĕ урлă _ 152 ыйту.

Олег Алексеевич икĕ сехет хушшинче 50 ыйту çине хуравлама ĕлкĕрнĕ. Ыйтусем пуринчен ытла социаллă тивĕçтерỹпе, хулапа яла тирпей-илем кĕртессипе, пурăнмалли çурт-йĕрпе, коммуналлă сферăпа, çул тăвассипе тата юсассипе çыхăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кашни ыйту çинех туллин хуравлама тăрăшнă. Ятарлă çар операцине хутшăннă чух суранланнă ентешсене регион тỹлевĕ парасси çинчен каланă май, Олег Алексеевич ку тĕлĕшпе ятарлă Указ йышăннине палăртнă. Указ кăçалхи ноябрь уйăхĕнче вăя кĕрет.

«Тỹрĕ эфира» «Россия-24 (ГТРК «Чувашия») телеканал, «Радио России» радиохум, «Олег Николаев/Чувашия» телеграм-канал тата «ВКонтакте» социаллă сетьри «Чувашская Республика» сообщество трансляциленĕ.

Н.ИЛЬИНА.



24 октября 2025
10:38
Поделиться