Сетка çыхаççĕ аннесем...
Чун ăшшипе, пур хевтепе.
Чун хушнипе тăваççĕ ыр ĕçе.
Нимрен мала хураç çак тивĕçе.
Люба, Нина, Настя, Валя...
Хытă тăрăшса ĕçлеççĕ
(Ăш сăмах такам та калĕ):
Ак пусма виçеççĕ те касаççĕ,
Сетка çыхаççĕ, çĕв çĕлеç...
Пĕр канăçа та пĕлмеç.
Тỹпине хываççĕ паттăрла
Çĕнтерỹшĕн харăс кар! тăрса.
Сетка çыхаççĕ аннесем...
Вĕсем мар-и чăн-чăн паттăрсем!
Мария Левендеева ,
Шăмăршă ялĕ.