Шăмăршă округĕ _ малтисен шутĕнче

ХĂЙСЕН профессии уявĕ умĕн Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви 2025-çулхи сезон кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Республикăри 5 округ шутĕнче министерство Шăмăршă муниципалитет округне те лайăхпа палăртнă. Пирĕн округра кăçал вырăнти пĕлтерĕшлĕ 10,1 километр çула тĕпрен юсанă, ку тĕлĕшпе кỹршĕри патăрьелсемпе елчĕксене кая хăварнă. Тепĕр кỹршĕ _ Улатăр округĕ _ ăмăртура виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Уйăрса панă укçапа вăхăтра усă курнăшăн Шăмăршă округне тата 6,1 километр çула юсама укçа хушса панă.

Е.ЖОЛОБОВА.



24 октября 2025
14:09
Поделиться