Уççăн янратăр тăван халăх юрри!
Халăх юрри _ халăхра сăмах вĕççĕн çỹрекен чи пуян та вăйлă аталаннă сăмахлăх тĕсĕ. Унта несĕлĕмĕрсен кун-çулĕ, йăли- йĕрки, ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ йĕрленнĕ. Халăх юррисене упраса хăварни _ аслă тата çамрăк ăрусене çыхăнтарни.
Çакна тĕпе хурса, эпĕ _ вулавăшра ĕçлекенскер _ «Кивĕ Чукал ялĕн вырăнти чăваш юррисене упраса хăварасси» проекта çул патăм. Тăван ял çыннисен репертуарне тĕплĕн тишкертĕм, паллă юрăçсемпе тĕл пулса вĕсенчен Кивĕ Чукалта шăрантаракан халăх юррисен тĕсĕсене çырса илтĕм. Вĕсем: ĕç юррисем, хăна юррисем, туй юррисем, çĕнĕ хăта юррисем, салтак юррисем, çăварни юррисем.
Вырăнти халăх юррисене пĕлекенсем (тĕрĕсрех, упракансем) 80-ран иртнĕ Вера Крикина, 80-ри Лидия Малеева, 74-ри Зинаида Карзанова çỹлерех асăннă юрă тĕсĕсене юрланине видеопа та ỹкерме телей килсе тухрĕ. Вĕсем пĕтĕм чунтан тăрăшса юрăсемпе паллаштарчĕç. Пĕр хавхаланса, пĕр хумханса шăрантарчĕç халăхăмăрăн ытарайми юррисене, куç умне асанне- асаттемĕрĕн пурнăçне кăларчĕç, савăнăç-хуйхине туйтарчĕç.
Паллах, вырăнти юрăçсенчен уйрăмшарăн интервью илтĕм. Маларах хатĕрленĕ анкета тăрăх ыйтăм йĕркелерĕм, ку е вăл юрă епле çуралнине тата ăна мĕнле лару-тăрура юрланине, юрламалли уйрăмлăха, ăруран ăрăва вăл епле куçнине ыйтса пĕлтĕм. Интервьюсене ауди урлă çырса илни _ маншăн мăнаçлăх!
Пухнă материала ушкăнларăм: юрăсен паспортне турăм _ кам юрланине, «кун-çулне», тытăмне, уйрăмлăхне палăртрăм. Унтан календарьлă уявсен юррисемпе çемьери йăла-йĕркен тата кулленхи пурнăçăн çыхăнăвне çирĕплетекен хушма информаци тупрăм. Чи кăсăкли те кăткăсси _ ĕçе пĕтĕмлетни _ «Кивĕ Чукал ялĕн вырăнти чăваш халăх юррисем» видеофильм туни пулчĕ. Ăна çỹлерех асăннă юрăçсем юрланипе тата хушма комментарипе çыхăнтартăмăр. Фильма ялăн тĕп Культура çуртĕнче кăтартрăмăр. Ял халăхĕ питĕ кăмăллă юлчĕ. Ял библиотекинче вара презентаци пулчĕ. Унта тĕп шкулăн вăтам класĕсенче вĕренекенсем юрă еткерлĕхĕпе кăмăлтан паллашрĕç, юрăçсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура нумай ыйту пачĕç. Çакăнтан çамрăк ăру чăваш халăх юррисемпе интересленни палăрчĕ.
Кивĕ Чукал ялĕнче «пурăнакан» юрăсен электрон базине туни _ пысăк çитĕнỹ. Халĕ ял-йыш та, шкул ачисемпе студентсем тата таврапĕлỹçĕсем те унпа ирĕклĕн усă курма пултараççĕ.
Халĕрех кăна ВКонтакте социаллă сече юрăçсем тăрăх хатĕрленĕ уйрăм видеосыпăксем лартрăмăр. Мĕн тетĕр, интернет уçлăхĕнче Вера Максимовна, Лидия Матвеевна, Зинаида Ильинична юрланине хапăл турĕç, лайксен хисепĕ кунсерен ỹсет.
Культура еткерлĕхĕпе витерĕннĕ проект çакна кăтартрĕ: чăваш халăх сăмахлăхĕн жанрĕсемпе паллашни ачасенче кăмăл-сипет (нравственноть) тата патриотизм туйăмĕсене вăйлатни куç кĕрет, вĕренекенсем тăван ен историйĕпе тата культурипе кăсăкланни сисĕнчĕ.
Хамăн ĕçĕме малалла тăсма тĕллев лартрăм. Вырăнти сăмахлăх тĕсĕсене пухассине тăтăшах туса пымалла, юрăçсемпе тĕл пулсах тăмалла, халăх юррисене сармашкăн çамрăксенчен «чĕрĕ» ансамбль йĕркелемелле.
Ку енĕпе ĕçлемешкĕн чун туртăмĕ те пысăк.
Т.Чамеева, Кивĕ Чукал ял библиотекин заведующийĕ