Ярăславсем çут çанталăка юратаççĕ
ÇАК кунсенче Ярăслав ялĕнче пурăнакансем субботник йĕркелесе йывăç лартма тухрĕç. Çак ĕçе Васан ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Ленар Залалтдинов ертсе пычĕ. Ял-йыш лартнă чăрăшсем тавралăха илем кỹрĕç, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчи чаплă Çĕнтерĕве ĕмĕр асăнмалли ешĕл палăк пулĕ.