Больницăра _ Уçă алăк кунĕ
ИРТНĔ эрнере Шăмăршă район больницинче сĕт парĕсен ракне (рак молочной железы) маларах тупса палăртас тĕллевпе Уçă алăк кунне ирттернĕ. Йышăнăва пурĕ 27 хĕрарăм пынă, вĕсемпе онкологпа гинеколог уçă калаçу йĕркеленĕ.
Игорь Поляков онколог врач шухăшĕпе, çакăн пек акци пĕлтерĕшĕ пысăк, хĕрарăмсене хăйсен сывлăхĕ çине тимлĕрех пăхма хистет. Профилактика ракпа кĕрешнĕ çĕрте чи витĕмлĕ вăй пулса тăрать.