«Чан сасси сас палли вĕренме чăрмантарать» е пулмантăшсен мĕншĕн таçта аякри чиркĕве çỹреме тивни çинчен
1935-çулхи майăн 10-мĕшĕнче Шупашкара _ Чăваш АССР ЦИКĕн тĕн енĕпе ĕçлекен комиссине _ Шăмăршăран сургучлă пичет çапнă çыру çитет.
«Шăмăршă райĕçтăвкомĕ Сире çакна пĕлтерет, _ тенĕ çырура, _ Шăмăршă районĕнче ирпе ирех чиркỹ чанĕсем янăраççĕ. Çак вăйлă сасă вырăнти шкулти 315 ачана тата сас палли паллама вĕрентекен пунктри 65 çитĕннĕ çынна, çу кунĕсенче вара промкомбинатпа вăрман хуçалăхĕн яслине çỹрекен 125 ачана хытă чăрмантарать. Çавна шута илсе, Шăмăршă райĕçтăвкомĕ чиркỹре ирпе 8 сехетрен пуçласа каçхине 4 сехетчен чан çапассине чарма ыйтать».
ЧАССР ЦИКĕ _ тĕн йăли-йĕркипе кĕрешме Мускавран хушу илнĕскер _ чиркỹсенче ирпе 8 сехетчен çеç чан çапма юрани çинчен йышăну кăларать. Чиркỹсемпе мечĕтсене хупма пуçлаççĕ, çак «кĕрешỹ» хресченсене кулак тесе айăплама тытăннă тапхăрта вăй илет. Вырăнти совет органĕсем тĕн пĕрлешĕвĕсене Турра ĕненекенсен шухăшне шута илмесĕрех салатса яраççĕ.
Чăваш АССР ЦИКĕн тĕн енĕпе ĕçлекен комиссийĕн кăтартăвĕ тăрăх, 1935-çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне Шăмăршă районĕнче 8 тĕн пĕрлешĕвĕ шутланнă: Энтĕрьелĕнче _ Михаил Архангельский ячĕллĕ, Кивĕ Шăмăршăра _ Хусанти Турă Амăшĕн Иконĕ ячĕллĕ, Палтиелĕнче _ Михаил Архистратиг ячĕллĕ, Виçпỹрт Шăмăршăра _ Михаил Архангел ячĕллĕ, Пăчăрлă Пашьелĕнче _ Хусанти Богородица ячĕллĕ, Пулмантăшра _ Хусанти Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ, Шамккайра _ Таса Троица ячĕллĕ чиркỹ тата Асанкассинче мечĕт ĕçленĕ. Палтиел чиркĕвне, сăмахран, ултă ялти 458 çын çỹренĕ.
Шăмăршă райĕçтăвкомĕ ыйтнине пурнăçласа, чиркỹсенче пĕрер чан çеç хăвараççĕ, 28 чана антарса _ пурĕ 7 тонна та 913 килограмм _ тимĕр- тăмăра ăсатаççĕ. (1936 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Пăчăрлă Пашьел чиркĕвĕн _ 5, Шамккай чиркĕвĕн _ 5, Пулмантăш чиркĕвĕн _ 6, Палтиел чиркĕвĕн _ 6, Виçпỹрт Шăмăршă чиркĕвĕн _ 5, Кивĕ Шăмăршă чиркĕвĕн 1 чан пулнă _ авт.)
1937-çулхи августăн 3-мĕшĕнче Шăмăршă райĕçтăвкомĕ Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчи чиркỹ çинчен ыйту пăхса тухнă, райĕçтăвком секретарĕ Г.Е.Матвеев доклад туса панă. Райĕçтăвком, чиркĕве хупса, унăн çуртĕнче клуб уçма йышăннă.
«Чиркỹ чанне ялти пушар вышки çине çакма сĕнес», _ çапла çырса хунă постановленире.
1930-çулхи октябрĕн 9-мĕшĕнче ЦИК Президиумĕ çумĕнчи тĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси Карапай Шăмăршă чиркĕвне хупасси пирки йышăнукăларать. 1937-çулта купол çинчи хĕрессене те антараççĕ.
1938-çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче Пулмантăш чиркĕвне те хупаççĕ, чиркỹ çуртне Чапаев ячĕллĕ колхоза клуб вырăнне усă курма параççĕ.
1939-çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче çак шăпа Палтиелне те çитет. ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн йышăнăвĕпе, чиркỹ çуртĕнче клуб уçаççĕ.
1940-çулта ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕ харăсах икĕ йышăну кăларать: Асанкассинчи мечĕте тата Шамккай чиркĕвне хупать. Шамккай чиркĕвне хупасси çак ялти Митрофан Щукин РСФСР Верховнăй Совет Президиумне янă çăхавран (жалоба) пуçланать. «Ытти ялсенче чиркỹсене хупса пĕтерчĕç пулин те, Шамккайра кашни кун пĕр чарăнмасăр чан çапаççĕ, _ тенĕ çыру авторĕ Митрофан Щукин. _ Пачăшкă чиркĕве ирех ỹсĕр пырать, çамрăк хĕрарăмсене çулăхать. Унăн Шамккайра, Кивĕ Чукалта тата Вырăс Чукалĕнче еркĕн хĕрарăмсем _ çирĕме яхăн. Хĕрарăмсене: «Пачăшкăпа çывăрни _ çылăх мар, сăвап çеç», _ тесе улталать».
РСФСР Верховнăй Совет Президиумĕ çак çăхава Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумне ярса парать. Шупашкар Шăмăршă райĕçтăвкомĕнчен пĕр тăхтаса тăмасăр Шамккай чиркĕвне хупма тата пачăшкине ялтан хăваласа яма ыйтать.
Мана мĕншĕн Вырăс Чукалĕнчи тĕне ĕненекенсем _ Шамккай прихутĕнче, Пулмантăш (Çĕнĕ Чукал) хресченĕсен Помай прихутĕнче тăни интереслентерчĕ. Ялĕсем юнашарах-çке, пулмантăшсен вăрман урлă вырнаçнă Помая мĕн нушапа çỹреме тивнĕ-ши?
Сăлтавĕ... ĕçкĕре иккен. Малтан пулмантăшсем те, вырăсчукалсемпе пĕрле, Шамккай чиркĕвне çỹренĕ. Пĕр çулхине Пулмантăшри темиçе хресчен Шамккай чиркĕвне ỹсĕр пынă та харкашу çĕкленĕ. Урамра шамккайсемпе çапăçма та пуçланă. Çакăн хыççăн Шамккай пачăшки пулмантăшсене текех чиркĕве кĕртмен. Вара лешсен ирĕксĕрех Помай чиркĕвне çỹреме тивнĕ.
1895-çулхи майăн 1-мĕшĕнче Помай чиркĕвĕ çунса каять. Пулмантăш хресченĕсем ял пухăвĕнче хăйсен ялĕнче чиркỹ уçма йышăнаççĕ. Хăйсене пулăшу пама ыйтса, Хусан вĕренỹ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ Иван Яковлев патне çитеççĕ. Иван Яковлевич хресченсен ыйтăвне çывăха хурса йышăнать, çийĕнчех Чĕмпĕр тата Сызрань Епископĕ Никандр патне çырупа тухать, пулас чиркỹ проектне те ярса парать.
Пулмантăшра чиркỹ уçма ирĕк илсен Иван Яковлев Святейший Синод обер-прокурорĕпе К.П.Победоносцевпа тĕл пулса калаçать, тĕн çурчĕ валли хысна çĕрне касса парас ыйтăва татса параççĕ. 1899-çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче Пулмантăшра Хусан Турă Амăшĕн Икони ячĕллĕ чиркĕве светит тăваççĕ.
Çĕнĕрен йĕркеленĕ Пулмантăш прихутне Пулмантăшри, Вырăс Чукалĕнчи тата Варварино ялĕнчи тĕне ĕненекенсене кĕртеççĕ.
1940-çулхи октябрĕн 9-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьел ялĕнчи граждансен пĕрлехи пухăвĕнче _ унта 485 çын хутшăннă _ чиркĕве хупса клуб валли пама йышăнаççĕ. Октябрĕн 30-мĕшĕнче çак йышăнăва Шăмăршă райĕçтăвкомĕ, 1941-çулхи майăн 4-мĕшĕнче вара Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ çирĕп- летнĕ.
Çакна палăртмалла: Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленсен _ 1945-çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче _ пашьелсем ЧАССР Верховнăй Совет Президиумне ялта чиркỹ уçасси пирки ыйтупа тухаççĕ. Ертсе пыракан органсен ун чух чиркỹпе аппаланма вăхăт та пулман, çавăнпа та тĕне ĕненекенсен çырăвне хут карçинккине çеç ывăтнă пулмалла.
1946-çулта Шăмăршă районĕнчи тĕне ĕненекенсем чиркỹ йăли-йĕркине пурнăçлама Чăваш Ен Епископĕнчен Иллорианран ирĕк ыйтаççĕ. Епископ, вĕсен ыйтăвне шута илсе, Шăмăршă районне Герасимов священника çирĕплетет. Апла пулин те ăна тĕн йăли- йĕркине ирĕккĕн пурнăçлама чараççĕ, священник ялсене вăрттăн-хĕрттĕн çеç килкелесе кайнă. Шăмăршă районĕнчи тĕне ĕненекенсем Патăрьел районĕнчи Тăрăн тата Канаш районĕн чиркĕвĕсене çỹренĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ. (Статьяна çырнă чух автор Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă).