Чĕмсĕр чикĕ тăвакансене асăнса

Чĕмсĕр чикĕ тăвакансене асăнса

Шупаш карти трактор тăвакансен Культура керменĕнче Сăр тата Хусан хутлăхĕн хỹтĕлев чиккисене тăвакансене асăнса, октябрĕн 28-мĕшĕнче пысăк мероприяти иртнĕ. Унта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенче тылра хастарлăх кăтартнă ветерансем, вăрçă ачисем, ятарлă çар операцийĕн участникĕсем, хальхи вăхăтра фронта пулăшакан волонтерсем хутшăннă.

Шăмăршă округĕнчен те округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова ертсе пыракан делегаци пĕлтерĕшлĕ пулăма хутшăннă. Палăртма кăмăллă, Гелие Хамдеева волонтера (Шăмăршă) СВО участникĕсене пулăшас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе, «Повседневная жизнь населения Чувашии в годы Великой Отечественной войны 1941_1945 гг» кĕнекепе чысланă. Гелие Керимулловна ятарлă çар операцийĕн участникĕсемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсене кучченеçлĕх хăй аллипе хатĕрленĕ тутар наци блюди _ баурсак _ кỹнĕ.

З.Воробьева.



31 октября 2025
11:52
Поделиться