«Чăн-чăн çын иккенне салтакра пулни тăрăх хаклатăп...»

«Чăн-чăн çын иккенне салтакра пулни тăрăх хаклатăп...»

ИРТНĔ кĕркунне чăваш йăлипе Шăмăршă каччине Константин Савельева салтака ăсатнăччĕ. Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе аякри Ставрополь тăрăхĕнче пурнăçланă Константин çак кунсенче тăван киле таврăнчĕ. Пирĕн корреспондент унпа тĕл пулнă, вулакансене çак калаçу содержанийĕпе паллашма сĕнетпĕр.

_ Сывлăх сунатăп, Константин! Салтак тумне хывнă ятпа сана чунтан саламлатпăр.

_ Сире те сывлăх сунатăп, Зинаида Ивановна! Тавах.

_ Константин, кала-ха, мĕнле кăмăл- туйăмпа таврăнтăн хĕсметрен?

_ Пĕр енчен, питĕ хаваслă туятăп хама: çулталăк хушшинче çывăх çынсемшĕн, тус-тăваншăн питĕ тунсăхланăччĕ. Çуралнă кĕтес магнит пекех туртрĕ. Тепĕр енчен, службăри юлташсенчен уйрăлас килмерĕ: вĕсемпе пĕр кил-йышри пек пурăнтăмăр, йывăрлăха пĕрле парăнтартăмăр.

_ Çарти юлташсемпе çыхăну тытма калаçса татăлтăр пулĕ-ха?

_ Паллах. Чăваш Енрен манпа пĕр чаçре тăракансем пулчĕç. Вĕсем _ Патăрьел, Канаш, Шупашкар округĕсенчен, Шупашкар хулинчен. Александр Михеев чăвашпа Данис Валитов (патăрьелсем), Никита Гаврилов чăваш (канашсем) манăн шанчăклă юлташсем пулса тăчĕç, çар чаçĕнчен те пĕрлех таврăнтăмăр. Сăмах май, манпа ентешĕмсене илме Николай тетем Ставрополь тăрăхнех пычĕ. Ульяновск хулине чарăнса эпĕ аннем Светлана Васильевна тата Ксения йăмăкăм валли хитре чечек çыххисем туянтăм. Çав тери савăнчĕç! Кукаçи Василий Леонидович (вăл _ ĕç ветеранĕ), кукамай Мария Ксенофонтовна (вăл _ вăрçă ачи, ĕç ветеранĕ), кукамай Римма Петровна (вăл _ ĕç ветеранĕ) мана _ салтак тумĕллĕ мăнукне _ курсан куççуль те кăларчĕç. Хăшĕ-пĕри:

_ Сана ыталама чикмек çине тăмалла, _ тесе шỹтлерĕç. Салтак пăтти çисе тата çỹллĕ ỹссе кайрăм (кулать).

Аннем пуян сĕтел хатĕрлесе кĕрекене мĕн пур тăвана та юлташа, кỹршĕ-арша чĕнчĕ. Чăн-чăн уяв турăмăр.

_ Константин, служба патне таврăнар-ха...

_ 2024-çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче мана çара ăсатрĕç. Ставрополь крайĕнчи Буденновск хулине лекрĕм. Çар тивĕçне РФ Типĕ çĕр çарĕсен (Сухопутные войска) мотострелоксен бригадинче механик должноçĕнче пурнăçларăм. Çар хатĕрленĕвĕ питĕ вăйлă пулчĕ: автоматпа пеме, граната ывăтма тата ыттине те хăнăхрăмăр. Раципе ĕçлеме, çар техникине çỹретме вĕрентрĕç. Электроника ĕçне те алла илтĕм. Пире тăтăшах «Антитеррор» наряда явăçтарнă. Ỹт-пỹ енчен те, ăс-хакăлпа мораль тĕлĕшĕнчен те çирĕпленме пулăшрĕ пире çарти пурнăç. Кунсăр пуçне, туслăхпа пĕрлĕх хакне нихçанхинчен лайăх ăнлантăм. Чăтăмлăх, хăраманлăх хутшăнчĕç манра _ гварди рядовойра. Аттем Александр Николаевич хăй вăхăтĕнче çар тивĕçне Чечня Республикинче пурнăçлани мана чунпа çирĕпленме пулăшрĕ, ун тĕслĕхне мала хурса хавхалантăм.

_ Питĕ лайăх! Чăн-чăн çын пулса таврăннă пирĕн Константин. Çар службиччен ăçта вĕреннĕ-ха Эсир? Малашлăхри тĕллевсем мĕнлерех?

_ Эпĕ Шăмăршă вăтам шкулĕн 9-класĕ хыççăн Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен мастерне вĕренсе тухрăм. Юратнă профессипех ĕçлеме шутлатăп. Халĕ строительсем питĕ кирлĕ. Манăн çỹллĕ те хитре çуртсем тăвас килет. Пурăнмалли е учреждени çурчĕ-и _ ман аллăм çĕкленĕскер пурне те юрăхлă пултăр.

_ Ырă ĕмĕт-тĕллев... Пурнăçа кĕччĕрех вĕсем.

_ Тавах, Зинаида Ивановна.

_ Запасри гварди рядовойĕнчен çакна ыйтас килет: «Паянхи пăтрашуллă саманара çар тивĕçне пурнăçласси, сан шутупа, мĕнле ĕç?»

_ Константин Савельев гварди рядовой çапла хуравлать: «Тăван çĕр-шыв, çуралнă кил _ пĕрре! Вĕсене юратакан тата хăйне хисеплекен кашни çамрăкăн вĕсен умĕнчи таса тивĕçе пурнăçламаллах! Чăн-чăн çын иккенне вăл еплерех хỹтĕлевçĕ пулни тăрăх хаклатăп эпĕ.

_ Килĕшетпĕр Сирĕн сăмахăрпа, Константин. Малашлăхăр _ çутă, ăраскалăр телейлĕ пулччăр.

Калаçăва Зинаида Свеклова йĕркеленĕ.



31 октября 2025
11:40
Поделиться