Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ
ТУНТИКУН округ администрацийĕн залĕнче округри депутатсен Пухăвĕн черетлĕ 34-мĕш ларăвĕ иртнĕ, унăн ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бадертдинов, Чăваш Республикинчи конкурент политикипе тариф енĕпе ĕçлекен Патшалăх службин ертỹçи Сергей Егоров, район прокурорĕ Александр Данилов хутшăннă.
Депутатсем, округ пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухса, тивĕçлĕ йышăну тунă. Вĕсем округ администрацийĕн официаллă сайтĕнчи «Собрание депутатов _ Проекты решений» пайра пичетленеççĕ.
Лару 2025-çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕпе 11-мĕшĕнче 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен Анат Чаткас, Кивĕ Чукал, Васан тата Пуянкасси ял территори уйрăмĕсенче пурăнакан граждансен шухăшне пĕлес тĕллевпе ыйтăм ирттерме йышăннă. Çак ыйтăм шкулсене реорганизацилессипе çыхăннă. Ыйтса пĕлмелли пункт ялти шкул çуртĕнче вырнаçнă. Пĕлтерỹпе паянхи хаçатăн 8-мĕш страницинче паллашма пултаратăр.
Н.ИЛЬИНА.