«Хам тỹпене хыватăп халăх пурнăçне...»
ХĔРАРĂМСЕН предпринимательлĕхĕ паянхи кун экономика аталанăвĕшĕн пысăк вăй пулса тăчĕ. Ялта пурăнсах ку е вăл хĕрарăм ял хуçалăх отраслĕнче вăй хурса, харпăр хăй тĕллĕн ĕçне йĕркелет е уйрăм предпринимательлĕх çулĕ çине тăрать. Çавна май обществăра çĕнĕ специальноçсем, кадрсем çуралаççĕ.
Çак кунсенче округра «Уçă калаçу» «çавра сĕтел» иртрĕ. Йĕркелỹçисем _ Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ тата ЧР Ял хуçалăх министерстви. Мероприятие Ял хĕрарăмĕсен пĕтĕм тĕнче кунне халалларĕç.
«Çавра сĕтеле» Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн президиумĕн членĕ Алевтина Федорова хутшăнчĕç. Вĕсем хĕрарăм предпринимательсен общество пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне, пĕрлĕх хакне палăртрĕç. Округри хĕрарăмсем вара хăйсен бизнесĕн йĕркеленĕвĕ-аталанăвĕпе паллаштарчĕç, çĕнĕ идейăсемпе пайланчĕç. ЧР Хĕрарăмсен союзĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Татьяна Матвеева çакнашкал тĕл пулусем хĕрарăмсен предпринимательлĕхĕн, округăн, çавăн пекех Чăваш Енĕн аталанăвне пысăк витĕм кỹни çинчен пĕлтерчĕ.
Т.Матвеева.