Хисеп те чыс сана, хресчен!

Хисеп те чыс сана, хресчен!

ÇУЛТАЛĂКРА икĕ хутчен _ çурхи ĕçсем вĕçленсен Акатуйра тата уй-хирти пуянлăха пухса кĕртнĕ хыççăн кĕр мăнтăрĕпе _ чыслатпăр ял çыннине. Ăшă сăмахпа, юрă-ташăпа хисеп тăвасси çирĕп йăлана кĕнĕ.

Иртнĕ эрнекун Шăмăршăри Культура керменĕ округри ял хуçалăх организацийĕсен ертỹçисемпе фермерсене, малта пыракан механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ хастар çынсене тата ĕç ветеранĕсене ырă сунса кĕтсе илчĕ.

Фойене кĕрсенех Шăмăршă тăрăхĕшĕн ылтăн кĕркунне тулăх килни яр-уççăн курăнать. Фермерсемпе ял хуçалăх организацийĕсем, ял территори уйрăмĕсем, шкулсемпе ача сачĕсем, харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ çынсем кĕрхи пуянлăха халалланă выставка йĕркеленĕ. Курса савăннипе пĕрлех, тутлă апат-çимĕçе туянма та пулать. Сăмахран, килте хатĕрленĕ кăлпассипе шăрттан, çуллă чăкăт, чак-чак тата ытти çимĕç _ сĕтел туллиех. Улма-çырла сĕткенне те сĕнеççĕ. Мĕншĕн тутанса пăхас мар, хуçисен ырă кăмăлне мĕншĕн хăварас?

Малтисене _ награда

УЯВĂН хисеплĕ хăнисем _ Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн ертỹçи Владимир Димитриев, «Чăвашгосснаб» ООО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов _ пĕр ỹркенмесĕр фермерсемпе ĕçре малта пыракансене алă тытсах саламларĕç.

Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин ял хуçалăх çулталăкĕ çинчен туса панă докладра та ĕç паттăрĕсем тĕп вырăнта пулчĕç. Докладри цифрăсене эпир хаçатăн иртнĕ номерĕнче илсе кăтартнăччĕ, çавăнпа та чыслав çинче çеç чарăнса тăрар.

Агропромышленность комплексĕнче пысăк çитĕнỹ тунăшăн Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермера Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Тав çырăвĕпе хавхалантарнă.

2025-çулхи ял хуçалăх ĕçĕнче пысăк хастарлăх кăтартнăшăн, уй-хиртен чи нумай тыр-пул пуçтарса кĕртнĕшĕн пĕрремĕш вырăна Анат Чаткасри Елена Пондяковăн фермер хуçалăхĕ йышăннă, кунта кашни гектартан вăтам шутпа 43-шер центнер тухăç илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ Виç- пỹрт Шăмăршăри «Победа» ООО (гектартан _ 41 центнер) тата Çĕнĕ Тăрăнти Татьяна Ивановăн фермер хуçалăхĕ (36 центнер). Виçĕ хуçалăха та округ администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.

Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесенĕпе Пуянкассинчи _ Геннадий Макаров (вунă уйăхра кашни ĕнерен 6505-шер килограмм сĕт сунă), Карапай Шăмăршăри _ Олег Хлюкин (6234 килограмм), Шăмăршăри Александр Егоров (5580 килограмм) малти виçĕ вырăна пайларĕç. Вĕсем те округ администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

Ял хуçалăх производствинче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлтан тăрăшса ĕçленĕшĕн, общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн Татьяна Ивановăпа Надежда Угарина фермерсене Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕ Тав çырăвĕпе чысланине те залри халăх тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ.

Шупашкар награди тата та пулчĕ: Пуянкассинчи «Колос» Агрофирма» ООО инженер-механикне Николай Федотова, Патирекри Алевтин Алеев фермера тата Кивĕ Шăмăршăри Юрий Лепешкин фермер хуçалăхĕн механизаторне Алексей Лепешкина «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕ Тав çырăвĕпе хавхалантарнă.

Ял хуçалăх производствинче нумай çул хушши ырă тĕслĕх кăтартса вăй хунăшăн Палтиелĕнчи Фазулла Рахматуллов хуçалăхĕнчи мăйракаллă шултра выльăх самăртакана Рифат Валеева, Шăмăршăри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци экономистне Альбина Давыдовăна, Анат Чаткасри Петр Майоров фермер хуçалăхĕн рабочине Николай Давыдова, Анат Чаткасри Елена Пондякова фермер хуçалăх механизаторне Николай Ильина, Хĕрлĕ Васан паççулккинчи Василий Павлов фермер хуçалăхĕн механизаторне Александр Кузьмина Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ Тав çырăвĕпе палăртнă.

Çакăн пек Тав çырăвне Пуянкассинчи «Колос» Агрофирма» ООО ял хуçалăх техникине лайăх упранăшăн тивĕç пулчĕ.

Çавăн пекех Екатерина Чамеева уйрăм предприниматель, хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ Раиса Ивановăпа Светлана Краснова, «Колос» Агрофирма» ООО тракторисчĕ Герман Петров та Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

Уявра юбиляра халăх умĕнче чыслани _ тата та пысăк хисеп. Паян çак чыса «Россельхозцентрăн» Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи уйрăмĕн Шăмăршăри ертсе пыракан агрономĕ Светлана Вашуркина тивĕçнине залра ларакансем хыттăн алă çупса саламларĕç. Светлана Анатольевна хăйĕн ылтăн юбилейне паллă турĕ. Çирĕп сывлăхлă, телейлĕ пулăр, Светлана Анатольевна!

 

«ФЕРМЕР МАР ТА, ХАМА ÇĔР ХУÇИ ТЕМЕ ПУЛТАРАТĂП »

ÇАПЛА каларĕ Культура керменĕнче хăйсен килти хуçалăхĕнче хатĕрленĕ апат-çимĕç продукчĕсене выставкăна тăратнă Ильгиз Альда.

Ильгиз Сейфуллович _ Патирекрен. Питĕ вашават, çынпа кăмăллăн калаçакан вăтам çулсенчи арçын.

_ Вăрманта пурăнать тесе çырăр, _ шỹтлесе илчĕ Альда. _ Патирекпе Палтиел хушшинче _ унччен ветеринари фельдшерĕ пурăннă çуртра тĕплентĕмĕр. Йĕри-тавра _ вăрман, кĕскен каласан _ хырлăхри ырлăх!

Ильгиз Палтиел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Раççей çарĕнче авиацире службăра тăнă. Отделени командирĕ пулнă. Яла таврăнсан авланнă, хăйĕн килти хуçалăхне аталантарма тытăннă. 55 гектар çĕре арендăна илнĕ. Кивĕрех СК-5-Нива» комбайн, кустăрмаллă икĕ трактор, автомашина туяннă. Выльăх- чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп ĕрчетме тытăннă. Мăшăрĕпе _ Гузельпе _ лаша, сурăх тата чăх ашĕнчен _ кăлпасси, юр-вартан тĕрлĕ продукци хатĕрлеççĕ. Çак апат-çимĕçе ял çыннисем те, кỹршĕ ялсем те хапăл тусах туянаççĕ.

_ Ялта ĕç çук тенине ĕненместĕп, _ терĕ Ильгиз Сейфуллович. _ Ир тытăнса каçчен тар юхтарсан та, ĕç ыран валли те юлать.

Çамрăксене эпĕ яла юлма чĕнсе калатăп. Эпир тăрăшмасан кам çĕклĕ-ха ял хуçалăхне?

Çапла, яла çамрăксем сывлăш пек, çăкăр пек кирлĕ. Фермер пулатăн-и, Альдасем пек хăвăн ĕçне йĕркелетĕн-и _ ялта пурăнма пулать. Лайăх пурăнма пулать. Лайăх пурăнасси вара, Ильгизпа Гузель калашле, веçех хăвăнтан килет. Ильгизпа Гузель виçĕ ача çитĕнтереççĕ, ачисене те хăйсем пек ĕçчен пулма воспитани параççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



31 октября 2025
10:53
Поделиться