Ик çĕр кун та ик çĕр каç...
Çав хĕл кунта пулмарĕ шурă,
Çулла та симĕс тĕс курман.
Унти çĕр вĕçĕмсĕр уларĕ _
Ахлатрĕ-çке Мамай курган!
Кунти çĕрсем юнпа пĕвенчĕç _
Вермахт килменччĕ парăнма.
Сталинграда илес тесеччĕ,
Унтан вара _ тата мала...
Ăна шур Атăл илĕртетчĕ _
Ярса илесшĕнччĕ епле.
Ун чух вара... çĕр-шыв сỹнетчĕ,
Куçатчĕ Гитлер аллине.
Çавна шута илсе çĕр-шывăм
Кĕрешрĕ пĕтĕм вăйĕнчен.
Çухатрĕ миллион çынна вăл _
Мĕнле-ши чăтнă вăл _ тĕнче...
Танксем кĕрлерĕç, бомба ỹкрĕ,
Граната çурăлчĕ кунта.
Снаряд та пуля тек тĕллерĕ _
Аркатрĕç пĕтĕм хулана.
Пулман этем историнче вăл _
Çапла хăрушă çапăçу.
Девиз кĕрленĕ Хĕрлĕ Çарăн:
_ Шав малалла! Калла сул çук!
Çапла вара хуламăр йĕчĕ
Шăп ик çĕр кун та ик çĕр каç.
Чул ту пекех вăл сыхă тăчĕ _
Ăна паян çынсем манмаç.
Кунта халь шăп. Мамай курганĕ
Ларать мăнаçлăн илĕртсе.
Шур кăвакарчăн унта анĕ
Пиртен салам илсе килсе.
_ Тавах, тавах, _ тесе калатпăр, _
Асаттесем, кукаçисем!
Çĕре çити пуçа таятпăр _
Асрах юлаççĕ ĕçĕрсем...
Надежда Чечекпи, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.