Кĕнеке урлă тутар халăхĕпе паллашрĕç
Шăмăршă муниципалитет округĕнче чăваш, тутар, вырăс, ирçе, çармăс тата ытти наци çыннисем пурăнаççĕ. Вĕсен кашнин _ хăйĕн йăли-йĕркипе традицийĕ, сăмахлăхĕ.
Акă Шăмăршăри Мультикультура библиотекинче «Кĕнеке _ культурăсен хутшăнăвĕнче» ятпа Тутар кĕнекин кунĕ иртрĕ. Ун тĕллевĕ: вырăнти халăха тутарсен ытарайми культурипе тата сăмахлăхĕпе паллаштарасси.
Мероприяти участникĕсем _ шкул ачисем _ тутарсен «Икĕ кахал» тата «Пушмаксем» халăх юмахĕсене тимлĕ итлесе сỹтсе яврĕç. Халăх ăс-хакăлĕ çуратнă сăмахлăх ырра, тĕрĕслĕхе, йĕркелĕхе, тараватлăха вĕрентни куç кĕрет. Юмахсем тутарсен ĕлĕкхи йăла-йĕркине, ĕç-хĕлне, вĕсем тăван çĕре, çут çанталăка, ĕçе юратнине, аслă ăрăва хисепленине ăнланма пулăшаççĕ.
Çитĕнекен ăрăва уйрăмах «Ывăçри тырă пĕрчине туп» тутар халăх вăййине выляни килĕшрĕ. Ку вăйă пысăк уявсенче тата çемье праçникĕсенче сарăлнă. Вăл сăнавлăха, сисĕмлĕхе, хăвăртлăха тĕрĕслет, паллах, ача-пăчана савăнăç кỹрет.
Мероприятире «Тутар тĕнчи» тата «Тутар наци тĕпелĕ» çĕнĕ изданисемпе паллашни, чĕр чунсен ячĕсене тутарла- вырăсла каласа тухни хăйне евĕр тарăн йĕр хăварчĕ. «Йĕркесем витĕр курăнакан тĕнче, тутар литератури» кĕнеке выставки тутарсен паллă çыравçисемпе, тутар халăхĕн наци блюдисемпе туллин паллашма май пачĕ.
Çапла, вырăнти халăхăн юнашар пурăнакан наци çыннисем çинчен пĕлмеллех.
О.Паймина, Шăмăршăри Мультикультура библиотекин ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕ.