Округ администрацийĕн пуçлăхĕн _ çĕнĕ заместитель
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе Татьяна Петровна Татарскихе округ администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ _ экономика тата ял хуçалăх пайĕн начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. Маларах вăл округ администрацийĕн тирпей-илем тата территори аталанăвĕн начальникĕн заместителĕнче ĕçленĕ. Аса илтеретпĕр: унччен округ администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕнче вăй хунă Елена Ильичева ку ĕçрен хăйĕн ирĕкĕпе тухнă.