Паттăр çемйине _ награда
Паттăрлăх орденĕ _ патшалăхăн чи пысăк награди. Унпа çар тивĕçне пурнăçланă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă çынсене наградăлаççĕ.
Çак кунсенче Асанкассинчи Ишмуллинсен çемйине ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă ывăлĕн, мăшăрĕн, ашшĕн Евгений Васильевичăн наградине _ Паттăрлăх орденне _ официаллă лару-тăрура пачĕç.
Церемоние Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Гостехнадзорăн Чăваш Республикинчи инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин хутшăнчĕç.
Евгений Ишмуллин Асанкассинче çуралнă. Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче тата техникумра вĕреннĕ. Салтакра пулнă. Çемье çавăрнă.
2022-çулта мобилизаци йĕркипе Евгений Валерьевич СВОна лекнĕ. 2024-çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче вăл паттăрла вилнĕ.
Эпир Асанкасси паттăрĕ тата чăн-чăн патриот çуратса ỹстернĕ ашшĕ-амăшĕ умĕнче пуç таятпăр. Евгений Ишмуллинăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн чĕремĕрсенче упранĕ...
О.Ичанкина, ЧР мобилизаци уйрăмĕн, гражданла оборонăн ятарлă программисен округри начальникĕ.