«Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр!»

Сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕнче пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртрĕ. Кунта район больницин ĕçченĕсем Пĕтĕм Раççейĕн физкультурăпа спорт комплексĕн «Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр» (ГТО) нормативĕсене пачĕç.

Арçынсем çỹллĕ турник çинче туртăнчĕç, 16 килограмлă кире пуканне çĕклерĕç (рывок). Хĕрарăмсем вырăнтан сикессипе, кĕлеткене çурăм çинче выртнă май çĕклессипе, тỹрлетнĕ урапа малалла пĕшкĕнессипе нормативсене тĕрĕслерĕç.

Мероприяти участникĕсенчен ытларахăшĕ, хăйсен ỹсĕмне кура, палăртнă стандартсемпе килĕшỹллĕн, нормативсене тултарчĕç. Çакă медицина ĕçченĕсем сывă пурнăç йĕркине тытса пынине, физкультурăпа спорта чунтан парăннине çирĕплетет.

_ Эпир округ çыннисене физкультурăпа спорт сывлăхшăн чи кирлĕ услови пулнине кăтартса пама тăрăшрăмăр, _ пĕлтернĕ тĕп врач Ирина Смирнова.

Çапла, медицина специалисчĕсем физкультурăпа спорта халăхра сарас тĕлĕшпе ĕçтешĕсемпе пациентсене ырă тĕслĕх кăтартрĕç.

Р. Бахитов.



31 октября 2025
11:21
Поделиться