Петр Тимофеев _ чи лайăх лесничи

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ «Чи лайăх вăрман инспекторĕ» конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерỹшĕн 11 çын кĕрешнĕ, теори тата практика енчен хăйсен ăсталăхне кăтартнă.

Çакă савăнтарать: финала «Вăрман хуралĕ» хысна учрежденийĕн Шăмăршă участок лесничествин участокри лесничийĕ Петр Тимофеев та тухнă, çивĕч кĕрешỹре виççĕмĕш вырăн йышăннă.



31 октября 2025
11:24
Поделиться